18 июля 2012 г.
РЕСПУБЛИКĂРА "Мана пурнăç парнеле" акци пычĕ. Çавна май Чăваш Енри район-хуласенче тĕрлĕ мероприяти пулнă. Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 1-мĕш клиника больницинче пулнă, унта тăрăшакансен ĕçĕпе паллашнă.
Больницăн перинаталь центрĕ 56 пине яхăн хĕрарăма йышăнать. Унта çулсерен 6 пине яхăн пепке çуралать. Кăçалхи ултă уйăхра акушер гинекологсем 4056 ачана кун çути курма пулăшнă. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене çĕнетмелли программăсемпе килĕшÿллĕн больницăн акушер тата ача-пăча уйрăмĕсенче юсав ĕçĕсем тунă, пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ.
Михаил Игнатьев тин çуралнисен реанимаципе интенсивлă терапи уйрăмĕпе паллашнă. Кунта вăхăтсăр çуралнисене, 1 килограмм таякан ачасене пăхаççĕ. Михаил Васильевич палатăсенчи лару-тăрупа кăмăллă пулнине палăртнă.
– Кунта чăннипех те чăваш çĕрĕн тивĕçлĕ представителĕсем пухăннă, – тенĕ республика Пуçлăхĕ. – Эпĕ чĕре айĕнче чун тĕпренчĕкне йăтса çÿрекенсен телейлĕ сăнĕсене куратăп. Çут тĕнчене килме хатĕрленекен пепкесене еплерех кĕтсе илме хатĕрленнине куртăм. Обществăн тĕп пуянлăхĕ – сывă, телейлĕ ачасем. Патшалăх çемьесене хавхалантарать. Кăçал виççĕмĕш ачана кун çути парнеленĕ 500 яхăн çемье 100 пин тенкĕ илчĕ. Унсăр пуçне вĕсем çĕр лаптăкĕллĕ пулаççĕ. 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕшĕшĕн 3 çул тултариччен уйăхсерен 5200 тенкĕ тÿлĕпĕр.
– Пирĕн тĕллев – çакнашкал перинаталь центрĕсене тăвасси. Тухтăрсен квалификацие ÿстермелле, пулас амăшĕсен, ачасен сывлăхне упрамалла. Эпир çакна тума тăрăшăпăр, – тенĕ ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова.