Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăсрăн – явап тыт

18 июля 2012 г.

Федерацийĕн гражданла Следстви комитечĕн Чăваш Республикин Следстви пайĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенче тунă преступленисене уçса парассишĕн тăрăшать. Çак уйрăма юстици майорĕ Руслан Шайхалов ертсе пырать. 2012 çулхи 6 уйăхра хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма Руслан Небиулловичпа тĕл пултăмăр. Паллах пире Шăмăршă районĕнчи лару-тăру еплерех пулни кăсăклантарчĕ.

– Руслан Небиуллович, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Следстви уйрăмне миçе заявленипе сообщени пулнă;

– Эпир 400 ытла ĕç пăхса тухрăмăр. Преступленисен шутне илес пулсан Патăрьелĕнче – 172, Комсомольскинче – 91, Елчĕкре – 78, Шăмăршăра – 62. Паллах, вĕсем тĕрлĕрен.

– Çак тунă преступленисене уçăмлатса миçе уголовлă ĕç пуçарнă;

– Хальлĕхе 49 ĕçе вĕçне çитерсе уголовлă ĕç пуçарнă. Патăрьелĕнче - 19, Шăмăршăра - 12, Комсомольскинче – 11, Елчĕкре – 6. 61 преступление уçăмлатса, вăл шутра иртнĕ çулсенче тунă 6 преступлени, 50-шне суда ярса панă. Шăмăршă районĕнче 16 çынна саваламан суд тенкелĕ çине лартма тивнĕ.

– Çапах та мĕнлерех преступленисем нумайрах тăваççĕ çынсем; Шăмăршă районне уйрăммăн илер-ха.

– Шăмăршă районĕнче ирĕксĕрлесе ар хутшăнăвне кĕме хĕсĕрлени (РФ УК 133 ст.), çыннăн кил-çуртне саккуна пăсса кĕни (РФ УК 139 ст. 1 пайĕ) – 5, япала туса кăларни, ăна упрани, куçарса çÿрени, сутни, хăрушсăрлăх требованине пăхăнмасăр ĕçсем пурнăçлани (РФ УК 238 ст. 1 пайĕ) – 2, должноçри çынна взятка пани (РФ УК 30 ст. 3 пайĕ, 291 ст. 1 пайĕ) – 1 тата тĕрлĕ 7 преступлени тунă тĕслĕх тупса палăртнă.

– Руслан Небиуллович, коррупципе çыхăннă преступленисем тĕл пулаççĕ-и;

– Кун йышши ĕçсем пурĕ 31 ĕç. Вĕсене тишкернĕ хыççăн 7-шĕ тăрăх суд хăйĕн йышăнăвне тăвĕ.

– Халĕ çул çитмен çамрăксем тăвакан преступленисемпе те сирĕн ĕçлеме тивет. Ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех;

– Шел те, çул çитмен çамрăксем саккуна пăснă тĕслĕхсем çав-çавах тĕл пулаççĕ. Вĕсем хăйсем тĕллĕн те, аслăраххисемпе каварлашса та преступлени тăваççĕ. Акă, Энтĕрьелĕнче пурăнакан Т.А. Кузьминан çуртне В.Г. Большаков çăрана çĕмĕрсе кĕнĕ. Çак ĕç-пуç 2012 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче çĕрле пулнă. Айăплав Большакова 120 сехет ĕçлесе юсанмалла тунă. Çавăн пекех хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи Следстви уйрăмĕнче çул çитмен "Б" çамрăкпа кĕçĕнрех çулхи "В" каварлашса майăн 10-мĕшĕнче Çĕнĕ Чукалти "Сарпике-3" лавккан чÿречине илсе шала кĕнĕ, апат-çимĕç вăрласа тухнă. Вĕсем çав кунах Вырăс Чукалĕнчи пĕр çурта кĕрсе апат-çимĕç вăрланă. Кунпа кăна лăпланас темен-ха икĕ çул çитмен çамрăк. Вырăс Чукалĕнче вырнаçнă "Агросервис" сахал яваплă обществăн правленине чÿречерен кĕрсе хунар, бензин тултарнă канистра тата ытти япаласем йăкăртнă, пурĕ 1424 тенкĕлĕх тăкак кăтартнă. Çав-çавах лăпланайман "Б". Вара вăл майăн 23-мĕшĕнче "Агросервис" ООО территорийĕнчен МТЗ-82 трактора хăваласа кайнă. Çак çул çитмен "Б" çамрăкăн ĕçне тĕплĕн тишкереççĕ.

– Пĕлнĕ тăрăх, сăмакун сутакансемпе те эсир вирлĕн кĕрешетĕр...

– Килте юхтарса хатĕрленĕ эрех-ханша сутакансене никама та пуçран шăлмаççĕ. Вĕсем сутакан эрех-ханша, экспертиза палăртнă тăрăх, çын организмĕшĕн сиенлĕхпе палăрса тăрать. Шăмăршă районĕнче çакăн йышши 5 ĕç пăхса тухнă. Ытти районтисемпе танлаштарсан, ку енĕпе Шăмăршăсем малта пыраççĕ.

– Руслан Небиуллович, çынна вĕлернĕ тĕслĕхсем пулнă-и;

– Çынна хĕнесе вĕлерекен тĕслĕхсем кăçалхи çур çулта пулман, пĕлтĕр çак тапхăрта 3 преступлени пулнă. Çынна вĕлернине 3 тĕслĕх тупса палăртнă (пĕлтĕр – 2). Шăмăршă районĕнче çакăн пек хăрушă ĕçсем палăрман.

– Сирĕн Следстви уйрăмĕ çамрăк-ха. Вăл йĕркеленнĕренпе 1,5 çул кăна иртрĕ. Миçен вăй хуратăр;

– Çапла, эпир маларах Раççей Федерацийĕн Прокуратури çумĕнче шутланнă. Халĕ хамăр тĕллĕн ĕçлетпĕр. Пирĕн ушкăнра уйрăмăн начальникĕ, унăн çумĕсем, 4 следователь, специалист, водитель вăй хураççĕ, пурĕ 9 çын. Паллах, çакна та палăртас килет, преступленисене уçăмлатнă чухне эпир полици ĕçченĕсемпе пĕрле ĕçлетпĕр.

– Руслан Небиуллович, эсир малашне те çынсен прависене хÿтĕлес енĕпе тăрăшсах ĕçлесси пирки иккĕленÿ çук...

– Тĕрĕс. Пирĕн тĕллев – Конституци принципĕсем пуриншĕн те пĕр пек пулнине, саккунсене пăхăнса пурăнмаллине асăрхаттарса пырасси.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика