Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек тÿснисене пулăшаççех

21 июля 2012 г.

УТĂ (июль) уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлу ирттернĕ, унта республика территорийĕнче çил-тăвăл алхаснине пула йĕркеленннĕ лару-тăрăва сÿтсе явнă.

Республикăри Чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш пĕлтернĕ тăрăх утă (июль) уйăхĕн 17-мĕшĕнче çут çанталăк синкерне пула 8 район – Çĕрпÿ, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Улатăр, Йĕпреç, Шупашкар тата Елчĕк – инкек тÿснĕ. Энергипе тивĕçтерекен тытăм сиенленнĕ: электролинисен тĕревĕсем хуçăлнă-ваннă, пралуксем татăлнă. 71 ял-поселок çутăсăр тăрса юлнă. Ир тĕлне 36 ял, хулана электроэнерги панă.

Сĕнтĕрвăрри районĕ пуринчен ытларах сиен тÿснĕ: 302 çурт арканнă, 9000 çын çутăсăр юлнă.

"Октябрьскинчи лару-тăрăва лайăх пĕлетĕп. Муниципалитет шайĕнче кирлĕ йышăнусене хăвăрт палăртнă. Юсав ĕçĕсем малалла пыраççĕ, пурин те синкерлĕ лару-тăру режимĕнче вăй хумалла. Кирлĕ пулсан хушма вăйсене явăçтарăр", – тенĕ Михаил Игнатьев.

Михаил Игнатьев çил-тăвăл фермерсене тата çынсен килти хуçалăхĕсене те пысăк сиен кÿнине пĕлтернĕ. "Çĕр улмие, купăстана, кишĕре – йăлтах пăр çапса кайнă. Комиссисем йĕркелемелле, депутатсене, общественноçа явăçтармалла, сиен калăпăшне лайăх тĕрĕслемелле, саплаштару докуменчĕсене тĕплĕн хатĕрлемелле. Хăш-пĕр çурта страхламан, урăхла каласан хуçисем яваплăха хăйсем çине илнĕ. Уйрăммăн илсен, строительство материалĕсем туянмашкăн кредит илсен çынсен патшалăх процент виçисене субсидилекен мелпе усă курма май пур. Правительствăн инкеке лекнисене пулăшмаллах", – палăртнă республика Пуçлăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика