Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци кунĕнче

21 июля 2012 г.

ЮН кун районта черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулса иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – Республика Пуçлăхĕн юлашки вăхăтри Указĕсене пурнăçа кĕртмелли социаллă пĕлтерĕшлĕ актуаллă ыйтусем. Коллективсенче пулса ĕçлекенсемпе тĕл пулусем ирттерме Шупашкартан ятарлă ушкăн килсе çитнĕ.

Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ - ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Г. Чернова ертсе пыракан ушкăн районти тĕп больницăра тата "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕнче пулса курнă.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕн Н. Виноградован ушкăнĕ Карапай Шăмăршă ял поселенийĕнче фермер (хресчен) хуçалăхĕсен ертÿçисемпе курса калаçнă.

Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин вĕрентÿ ĕçĕнчи законодательство надзорĕн пайĕн ертÿçи Т.Королева ертсе пыракан ушкăна Шăмăршăри "Ромашка" ача садĕнче кĕтсе илнĕ.

Тепĕр ушкăн, Патшалăх федераци службин Патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территори органĕн ертÿçин çумĕ Л. Егорова ертсе пынипе, Васан ял поселенине çитсе курнă, Шалти ĕçсен министерствин уйрăм ыйтăвĕпе ĕçлекен управленийĕн начальникĕн И.Шумовăн информаци группи районти полици уйрăмĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, Чăваш Республикинчи суд департаменчĕн управленийĕн начальникĕн В.Петровăн ушкăнĕ прокуратура ĕçченĕсемпе курса калаçнă.

Информаци ушкăнĕсем çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă, вĕсен нумай ыйтăвĕсене хуравланă, уçăмлатма пулăшнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика