Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш çĕрĕ асра юлĕ...

21 июля 2012 г.

РЕСПУБЛИКĂРА иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çуллахи IX ял спорт вăййисем вĕçленнĕ. Чăваш Енĕн аренисенче çĕр-шывăн 62 регионĕнчен килнĕ 2,6 пине яхăн спортсмен тăватă кун вăй виçнĕ.

Вăйăсене хупнă ятпа ирттернĕ церемонире ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ăмăртăва хутшăннисене тав тунă, малашне те ăнăçу суннă. "Ял вăййисем регионсенче спорта аталантарма пулăшаççĕ", – тенĕ вăл арена çинче тивĕçлипе тупăшнисем чунпа тĕрекленнине, çивĕч кĕрешÿсемпе Чăваш çĕрĕ кашни асĕнче упранассине шаннине палăртнă май. Тăватă кун пынă вăйăсенче спорт программин 17 енĕпе медальсен 126 комплекчĕшĕн тупăшнă. Паттăрсем çăмăл атлетика, ирĕклĕ кĕрешÿ, волейбол, урамри баскетбол, çуллахи полиатлон, армспорт, кире пуканĕ йăтассипе кăна мар, пиçиххирен тытса кĕрешессипе, вĕрен туртассипе, лапталла, чушкăлла выляссипе тата доярсен, утă çулакансен, механизаторсен ăмăртăвĕсенче тупăшнă, тулли михĕпе кукленсе илнĕ, тиевлĕ урапа туртнă, кире пукканне хапха урлă ывăтнă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Иван Моторин, РФ Ял хуçалăх тата Спорт министерствисен Ял аталанăвĕпе социаллă политика тата Физкультурăпа массăллă спорт аталанăвĕн департаменчĕсен пай пуçлăхĕсем Александр Горин тата Анна Дмитриева, "Раççейĕн ирĕклĕ "Урожай" спорт обществи" общество пĕрлешĕвĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Владимир Смирнов тата СССР спорт мастерĕ, Олимп чемпионки Елена Николаева наградăсемпе чысланă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика