Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Универсиада - Антитеррор»

21 июля 2012 г.

 

ÇАК ятпа Раççейри Шалти ĕçсен министерстви июлĕн 18-27-мĕшĕсенче оперативлă тактика вĕренĕвĕсем ирттерет. Вĕсене ШĔМĕн "Батыревский" пайĕн сотрудникĕсем те активлă хутшăнаççĕ. Оперативлă тактика вĕренĕвĕсем планпа килĕшÿллĕн пыраççĕ.

Полицин "Батыревский" пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн сотрудникĕсем те халĕ вăйлатнă ĕç режимĕ çине куçнă. Кашни сотрудник хăй умне лартнă задачăна пысăк яваплăхпа пурнăçлама тăрăшать. 2013 çулта кÿршĕллĕ Тутарстанри Универсиада тапхăрĕнче спорт вăййисене лăпкă лару-тăрура ирттерес, террористсен ушкăнĕсем килес пулсан, вĕсен çулне вăхăтра пÿлес тĕллевпе йĕркелеççĕ ку учение.

Районти граждансене пур çĕрте те тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Лавккара, пасарта, шкулта, кафере, администраци çуртĕнче, ытти вырăнсенче никам пăхса тăман коробка е сумка курсан (провод вĕçĕсене курсан е сехет механизмĕ чанклатнине илтсен çывăха ан пырăр) полици уйрăмĕн дежурнăй чаçне 02 е 2-33-73 телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр. МЧС службин дежурнăйне сотовăй телефонпа 112 номерпе пĕлтерме пулать.

Вăл е ку вырăна палламан тата шанчăксăр курăнакан çын сумка е коробка хунине курсан, унăн сăн-питне лайăхрах ас туса юлма, автомашинин номерне блокнота çырса хума, çийĕнчех полицие шăнкăравлама сĕнетпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика