Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех преступлени çулĕ çине тухнă

21 июля 2012 г.

КĂÇАЛ 6 уйăхра айăплав пурнăçланнине тĕрĕслесе тăракан районти инспекци учечĕ витĕр пурĕ 66 çын тухнă, çав шутран 2-шĕ – çул çитмен çамрăксем. Паянхи кун тĕлне инспекцире 43 çын учетра (пĕлтĕр çак тапхăрта – 28) тăрать. Вĕсенчен 25-шĕ – условнăй айăплав илнисем, 8-шĕ – ĕçлесе юсанмалла тунисем, 8-шĕ – обязательнăй ĕçсенче пулмаллисем, пĕри – вăл е ку должноçра ĕçлеме юрамасть тесе палăртнăскер.

Питĕ шел, учетра тăракансенчен хăшĕ-пĕри колоние каймасăрах юсанмалла тунине тÿрре кăларма тăрăшмасть, каллех преступлени çулĕ çине тăрать. Акă кăçал иккĕмĕш кварталта учетри 3 çын çине уголовнăй ĕç пуçарнă. Çак "условниксенчен" 2-шĕ тепĕр çын çине алă çĕкленĕ май, пĕрне колоние ямалла тунă, теприн 200 сехет обязательнăй ĕçсенче пулмалла. Виççĕмĕш çыннăн уголовнăй ĕçне (РФ УКĕн 161 статйин 2-мĕш пайĕн "А" пункчĕ тăрăх) хальлĕхе судра пăхса тухман-ха.

Палăртнă режима пăхăнманнипе учетри 8 çыннăн тĕрĕслев срокне тăсса панă, вĕсем çине хушма тивĕçсем хунă. Условнăй айăплавран хăтарнă май, 5 çынна учетран кăларнă.

Пирĕн инспекцире учетра тăракансем палăртнă режима еплерех пăхăнса пурăннине тĕрĕслес тĕллевпе полицин участокри уполномоченнăйĕсемпе пĕрле кашни эрнере пĕр хутчен рейдсем ирттеретпĕр, кирлĕ пулсан, тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр. Çавăн пекех çул çитмен пĕр çамрăк патне çитсе, ăна каллех преступлени çулĕ çине тухасран асăрхаттаратпăр. Рейд вăхăтĕнче профилактика ĕçĕ чи малти вырăнта тăрать. Учетра тăракансене хăйсене яланах йĕркеллĕ тытма, ĕçкĕ-çикĕрен пăрăнма сĕнетпĕр. Ĕçкĕпе иртĕхни колоние каясси патне илсе çитерме пултарни пирки ăнлантаратпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика