21 июля 2012 г.
Çапах та çак мерăсем те инкек-синкеке сиреймеççĕ. Çавна май лайăх ишме пĕлекен кашни çыннăн инкеке лекнĕ çынна çăлма май паракан правилăсемпе тĕрлĕ мелсене пĕлсе тăмалла. Ишме пĕлмен çын та, енчен те вăл путакана хăтармалли меслетсене алла илнĕ пулсан, трагедие айккинелле пăрса яма пултарать.
Путакана çыран хĕрринчен е кимĕ çинчен мĕнлерех çăлмалла-ха; Кун пек чухне ун патне путман япала ывăтмалла. Çыранран шалçа тăсса е вĕрен (кантăра) ывăтса пама пулать.
Çын путнине курсан, тÿрех шыва сикиччен, лару-тăрăва тĕрĕс хакласа, мĕнле майпа пуллăшмалли пирки шутламалла. Инкек çыранран инçех мар пулсан, çăлав çаврашки, хăма татăкĕ, вĕрлĕк е тулли шина ывăтса памалла. Çывăхра кимĕ пулсан, унпа путакан патнелле ишмелле. Инкеке лекнĕ çынран аякра тăрсан, ишмелли сахалтарах пултăр тесе, çыран хĕррипе унпа танлашиччен чупса каймалла. Шыва тÿрех тумтирпе сикмелле мар: малтан салтăнмалла, пушмака хывмала.
Путакан çынсем нумай чухне хăйсене тытса чарайми пулаççĕ. Вĕсем, чĕтреве ернĕскерсем, çăлаканран пур вăйран çатăрласа тытаççĕ. Кун пек лару-тăру сиксе тухсан, путаканпа пĕрле шыв айнелле чăммалла. Вăл чыхăнма пуçланă май, аллисене вĕçертсе çÿлелле чăмпăлтатать. Енчен те путакан кун пек те аллисене вĕçертмест пулсан çиçĕмле хускану туса, унран вĕçерĕнсе каймалла.
Путакана çурăм çине çавăрса хурса, пуçĕ енчен янахĕнчен тытса çыран еннелле ишмелле. Вăл çав-çавах çатăрласа тытма пăхать пулсан, унăн ал лаппинчен тытса (малтан алла хул пуççийĕ айĕнчен чиксе) хăяккăн ишсе каймалла. Ишнĕ чухне васкамалла мар, вăй-хала перекетлеме тăрăшмалла. Çывăхрах тата çынсем пулсан, путаканпа çăлакан патне хăма татăкĕ е резина ункă пырса памалла.
Путакана çыран хĕррине хунă хыççăн, вăл тăнне çухатман пулсан, ăна ал шăллипе шăлса типĕтмелле, типĕ тумтир, вĕри чей памалла. Енчен те вăл тăнне çухатнă, анчах сывлать пулсан, ăна нашатырь спиртне шăршлаттармалла. Инкеке лекнĕ çын сывламасан, анчах чĕри ĕçлесен васкавлă пулăшу машинине чĕнтерсе илмелле. Кун пек чухне, кашни çеккунт питĕ хаклă пулнине шута илсе, ăна искусствăлла майпа сывлаттарма тăрăшмалла.
Чи малтанах ăна салтăнтарса çăварĕнчи тата сăмсинчи лăймакана, пылчăка тасатса илмелле. Шăлне хытă çыртса лартнă пулсан, питĕнчен массаж туса уçмалла. Кун хыççăн чĕркуçленсе инкеке лекнĕ çынна чĕркуççи çине хумалла (хырăмĕпе), унăн пуçне аялалла усăнтармалла. Пырĕнчен, сывлав çулĕсенчен шыв çĕр çине юхса тухнине тимлĕн пăхса тăмалла.
Малалла вара ăна çурăмĕ çине вырттармалла, тумтирпе витмелле, хул пуççийĕсен айне çемçе япала (валик) хумалла. Инкек курнă çыннăн мăйĕ айне пĕр алла чиксе, теприне çамки çинче тытмалла. Çапла майпа чĕлхен тымарĕ пырăн кайри сийĕнчен уйрăлать, сывлав çулĕ уçăлать.
Кун хыççăн çăлавçă чĕркуççи çине ларса, инкек курнă çыннăн çăварĕ çине сăмса тутри сарса, тарăннăн сывласа илсе çăварĕнчен хыттăн та пĕр тикĕс вĕрет, пÿрнисемпе сăмсине хĕстерет (янах шăммисене çирĕп çыртса лартнă пулсан, çăварне алăпа хупласа сăмсинчен вĕрмелле).
Пĕр минутра 12 хутран ытла вĕрме юрамасть. Кăкăр кăшкарĕ сарăлсан вĕрме чарăнмалла. Унăн аллин тымарне тытса пăхса юн таппине тĕрĕслемелле. Пульсĕ пур пулсан çăварĕнчен (сăмсинчен) врач киличченех вĕрсе тăмалла. Ачасене минутра 12 хутран каярах вĕрмелле – ÿпкин тканĕ çурăлса кайма пултарать.
Вĕрнĕ май пульсĕ палăрмасан, куçĕн шăрçи сарăлсан чĕрине массаж тумалла (çăварне 4-5 хут вĕрсен). Сулахай енне тăрса çăварĕнчен 1-2 хут вĕрмелле, алă лапписене хĕреслетсе хурса кăкăрĕнчен 4-5 хутчен хыттăн та хăвăрт пуса-пуса илмелле (çăварĕнчен вĕрмессерен). Пĕр минутра 50-60 хутчен пусмалла. Искусствăлла сывлав обязательнăй майпа чĕре массажĕпе ылмашăнса пымалла: 1-2 сывлав, 4-5 массаж. Вĕрнĕ вăхăтра кăкăр çине пусма юрамасть. Çăлакансем иккĕн пулсан, пĕри вĕрет, ун хыççăн тепри пуса-пуса илет.
Искусствăлла сывлав тапхăрĕ хăш-пĕр чухне 1 сехет е сехет çурă таранах, инкеке лекнĕ çын сывлама пуçличченех тăсăлать. Врач каламасăр чарăнма юрамасть. Пульс таппи пурнăç çĕнĕрен пуçланнине пĕлтерет.