25 июля 2012 г.
Юхать юхан шыв, юхать малалла, юхмасть каялла... Иртеççĕ кунсем, иртеççĕ çулсем, килмеççĕ çаврăнса. Пурнăç урапи хăйĕн майĕпе шăкăл-шăкăл калаçса малалла чуптарать. "Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар", – тенĕ ваттисем. Унăн йĕрĕ çинче савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те тĕл пулнă. Çакна веçех курса, туйса ирттернĕ 50 çул пĕр çемьере пурăнакан Красновсем.
Петр Ивановичпа Мария Николаевна пĕр ялтах – Хайпăлара – çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ çăмăл пулнă теме çук вĕсенне – вăл вăхăтри пĕтĕм йывăрлăхсене ыттисем пекех чăтăмлăн чăтса ирттернĕ, мĕн пĕчĕкренех хура ĕçре пиçĕхнĕ. Çăкăр хакне лайăх пĕлсе ÿснĕ. Вĕсен ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ.
Петя тете мĕн ачаранах ялти колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Бригадир хушнă пĕр ĕçрен те пăрăнса юлман çамрăк йĕкĕт. Ярăслав картунĕнче 13 çула яхăн лесник пулса ĕçленĕ. Каярахпа вара вăрманта сухăр кăларнă çĕрте вăй хунă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вара Петр Иванович Шăмăршă администрацийĕн çуртне ăшă парас ĕçре тăрăшнă. Çак кунсенче вăл 75 çул тултарчĕ.
Мария Николаевна та ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра вăй хунă. Бригадăри ĕçчен, маттур колхозница пулнă. Хастар ĕçшĕн ăна пĕтĕм халăх умĕнче пĕрре мар парнепе чысланă. Килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнать Красновсен çемйи, пурнăçра мĕнле йывăр хуйхă-суйхă пулсан та килти çÿп-çапа урама, ял çине кăларман. Пысăк хуçалăх та тытнă мăшăр: выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усранă. Сăмах май, паянхи кун та лаша тытать çемье хуçи. Красновсем пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурне те тивĕçлĕ пĕлÿ панă.
Ылтăн туй ячĕпе Красновсене ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем ăшшăн саламларĕç, парнесемпе чысларĕç. Чи хакли вара çемьешĕн – Николай Быков парнеленĕ тиха пулчĕ. Çĕр çинчи мĕн пур ырлăха çеç сунчĕç вĕсене. Уяв каçне вара Шăмăршăри культурăпа кану центрĕнче йĕркелерĕç.
Ватăсемшĕн, паллах, чи пахи – ачисемпе мăнукĕсем сума суни. Унран хакли нимĕн те çук.