Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Качакасем... çул-йĕре «атакăлаççĕ»

25 июля 2012 г.

ШĂМĂРШĂ урамĕсенче тата çак ял тулашĕнче качакасем, пăрусем тата... ĕнесем çу пуçланнăранпах хăйсене ирĕккĕн çÿрени пурне те тарăхтарса çитерчĕ ĕнтĕ. Вĕсем газонсене, çамрăк йывăçсене, "Шанс" ОООн тырă хирĕсене, граждансен пахчисене сиенлеççĕ.

Кунсăр пуçне выльăх-чĕрлĕх çул-йĕр çине тухса аварисен хăрушлăхне кăларса тăратать. Ирĕккĕн çÿренĕ выльăхсене автомашина çапса хăварнă е вĕсене такамсем вăрласа кайнă тĕслĕхсем те пăшăрхантармаççĕ хăш-пĕр граждансене. Çакнашкал фактсем районта çулленех пулаççĕ.

Районти экологи служби тата Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ пĕрлехи вăйпа çирĕп мерăсем йышăнаççĕ. Юлашки вăхăтра кăна хăйсене ирĕккĕн çÿренĕ, тĕрлĕ культурăсене сиенленĕ 9 ĕнене картана хупса хунă, вĕсен хуçисене, Чăваш Республикин 2003 çулхи "Административлă право йĕркисене пăсни çинчен" саккунĕн 15-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, 500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран штраф тÿлеттернĕ. Çак статьян 2-мĕш пайĕ тăрăх, енчен те выльăх çав тери пысăк сиен кÿрсен, унăн хуçине 4000 тенкĕ таранах штрафлама пултараççĕ.

Килти выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве ямалла е çеремлĕ вырăна кăларса хумалла. Кун пек чухне вăл çухалса тарăхтармасть, тĕрлĕ культурăсене сиенлемест. Выльăха кирлĕ пек пăхса тăрсан, унăн продукцийĕ тата тупăшĕ çемьене савăнăç кÿрет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика