Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче тата Белорусси чемпионĕ

25 июля 2012 г.

ШĂМĂРШĂРА пурăнакан Тĕнче, Европа тата республика чемпионĕ Владимир Шуряков Раççейре тата ун тулашĕнче иртекен кире спорчĕн ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать.

Акă çак кунсенче спорт ветеранĕ Белоруссири Минск хулинче иртнĕ Тĕнче тата Белорусси Республикин чемпионачĕсенче вăй виçнĕ. Кире спорчĕн çак сумлă ăмăртăвĕсене Грецирен, Италирен, Польшăран, Болгарирен, Казахстанран, Раççейрен тата ытти тĕрлĕ çĕр-шывсенчен килнĕ паллă спортсменсем хутшăннă.

Спорт ветеранĕсем хушшинчи ăмăртусенче хăйĕн ÿсĕмĕнче тата виçинче пирĕн пултаруллă ентешĕмĕр Тĕнче тата Белорусси Республикин чемпионачĕсенче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, ылтăн медальсене тивĕçнĕ.

Сумлă чемпионатсене кайса килме спонсор пулăшăвĕ панăшăн В.Шуряков район администрацийĕн пуçлăхне В.Фадеева, спорт мастерне О. Еремеева, С.Галкин предпринимателе тата "Шанс" ООО директорне В.Еремеева пĕтĕм чун-чĕререн тав тăвать, ырлăх-сывлăх сунать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика