25 июля 2012 г.
Çĕнĕ Тăрăнти Чапаев урамĕнчи Андреевсен çемйи ялта ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăрать. Вĕсен картишĕнче – 3 ĕне, 2 пăру.
– Предпринимателе куллен 30-шар литр сĕт сутатпăр, – каласа парать кил хуçин мăшăрĕ Светлана. – Çу тапхăрĕнче кунтан каярах сĕт пани пулман.
Пĕлтĕр Андреевсем 2 пăру сутнă. Вĕсен кăçал та 2 пăру ÿсет.
Кил хуçи, Андрей, Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнче газ хуранĕн операторĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ, Светлана, ялти "Утмăлтурат" ача сачĕнче поварта вăй хурать. Пушă вăхăтăн кашни сехечĕпе туллин усă курса Андреевсем ут çи тапхăрĕнче выльăх çими хатĕрленĕ. Утă типĕтсе пуçтарма ачисем те пулăшнă. Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă çителĕклĕ.
Андреевсен – виçĕ ача. Асли, Стасик, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта 7 класс пĕтернĕ. Оксанăпа Олеся – йĕкĕрешсем – 3-мĕш класа вĕренме кайма хатĕрленеççĕ. Туслă çемьере ачасем пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ. Вĕсем хирти хуçалăхра ашшĕ-амăшĕпе юнашар ĕçлеççĕ.
Йышлă выльăх-чĕрлĕх усрани çамрăк çемье бюджетне хушма укçа-тенкĕпе пуянлатма май парать.