25 июля 2012 г.
РЕДАКЦИ ĕçĕпе ялсене тухса çÿренĕ май темĕн те курма, илтме тиветчĕ. Иртнĕ ĕмĕрти çитмĕлмĕш-сакăр вуннăмĕш çулсенех илер-ха. Акă, темиçе тĕслĕх.
Кĕрши
телейлÿрех
КИВĔ ЧУКАЛТА пурăнакан, колхозра малта пыракан механизатор килне çитрĕмĕр. Сăмах çăмхине сÿтнĕ май çар служби патне те çитсе тухрăмăр: кам ăçта хĕсметре тăнă; Кил хуçи салтак пурнăçне Монголире ирттернĕ иккен. Пирĕн калаçăва унăн ватă асламăшĕ те хутшăнчĕ.
– Виçĕ мăнука та инçе илсе кайрĕç, – тет хайхискер. – Асли Германие лекрĕ, иккĕмĕшĕ – Мускава. Кÿршĕри Тулян вара телейĕ пурах – ывăлĕ Ярăславрах службăра тăрать. Аякра мар та – отпуска та килсе кайрĕ. Халĕ ашшĕпе амăшĕ ун патне каясшăн тет.
Ялтан ниçтах та тухса çÿременскер, ватă çын Ярославль хулине хамăр районти Ярăслав ялĕпе арпаштарать ĕнтĕ.
Алманчçсене чçннипех çнать
ПУЛМАНТĂШРА, пĕр килте, тыр-пул пирки калаçса кайрăмăр. Пĕтĕм Союзри радио çанталăк прогнозĕпе, ăçта ăшăрах е сивĕрех пулнине паллаштарать. Ун чухне кашни республикăн тĕп хулине асăнатчĕç.
Март уйăхĕччĕ. Диктор Казах ССРĕн тĕп хулинче Алма-Атара 10 градус ăшă тăни пирки пĕлтерчĕ.
– Патăрьел тăрăхĕнчи алманчăсене чăннипех ăнать вĕт. Авă мĕнлерех ăшă унта! Кун пек пулсан, çур акине те тухаççĕ пулĕ вĕсем. Каллех тырăллă пулаççĕ ĕнтĕ, - терĕ пĕр ватă кинемей.
Вăл Алма-Ата хулине Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕпе пăтраштарнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Çав çулсенче ытти хуласене тухса çÿреме мар, район центрне çитме те кансĕртерехччĕ. Çавăнпах вăл районти тĕп больницăна та килсе курман, хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче Пăчăрлă Пашьел участок больницинче çеç пĕрререн пĕрре сипленнĕ иккен.