Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнпа пĕвеннĕ шурă халатсем

25 июля 2012 г.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа Шупашкарта 2010 çулта "Медики Чувашии в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г" кĕнеке пичетленсе тухнă. Питĕ сахал тиражпа пичетленнĕ май, çак энциклопеди район библиотекисене çитеймен. Ку кĕнекене Кивĕ Чукалти ĕç ветеранĕ Г.Чамеев редакцие килсе кăтартрĕ. Пĕрлех вăл тетрадь те илсе килнĕ. Çак тетраде Геннадий Семенович кĕнекери "Медики Шемуршинского района в Великой Отечественной войне" сыпăка тирпейлĕн çырса илнĕ иккен. Пархатарлă ĕçшĕн Г.Чамеева ăшшăн тав тăватпăр. (Унăн ашшĕ, медицина службин капитанĕ Семен Павлович Чамеев, вăрçă хирĕсенче аманнисене медицина пулăшăвĕ панă. Шел, вăл фронтран таврăнайман). Паха информаци район çыннисемшĕн питĕ усăллă пулнине шута илсе, районти медиксен фронтри паттăрлăхне, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр ыттисене çăлассишĕн, медицина пулăшăвĕ парассишĕн "тăхлан çумăрĕ" айне кĕнине сăнлакан сведенисене чăвашла куçарса пичетлеме шутларăмăр.

1. Лидия Сергеевна Антонова (Кузьмина) 1923 çулта Палтиелĕнче çуралнă. 1940 çулта Çĕрпÿри фельдшерпа акушер шкулне пĕтерсен Кивĕ Чукалти фельдшер пунктĕнче ĕçленĕ.

1942 çулхи майăн 23-мĕшĕнче ăна çар службине илнĕ. Стрелковăй полкри санитари ротинче медсестра пулнă. 1945 çулхи май уйăхĕнче демобилизациленсен Украинăри Хмельницки облаçĕнчи Легичев хулинчи больницăра медсестра пулса ĕçленĕ. Лидия Сергеевнăна иккĕмĕш степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçин орденĕпе, "Германие çĕнтер-нĕшĕн" медальпе наградăланă.

2. Нина Дмитриевна Гришнякова 1923 çулта Патирекре çуралнă. Фронтра медсестра пулнă.

3. Андрей Федотович Долгов (1914-1983 ç.ç.) Палтиелĕнче çуралса ÿснĕ. Медслужба сержанчĕ. 473-мĕш уйрăм медсанбатăн санинструкторĕ.

4. Василий Клементьевич Ермаков (1907-1961 ç.ç.) – Асанкасси çынни. Рядовой, çар фельдшерĕ.

5. Анастасия Степановна Ермолаева (1923-1991 ç.ç.) Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ÿснĕ. Рядовая, стрелоксен полкĕн санитарки. Фронтра аманнă, контузи илнĕ.

6. Василий Иванович Иванов (1912 - 1970 ç.ç.) – Карапай Шăмăршă çынни. Медицина службин старшини. НКВД çарĕсен 496-мĕш уйрăм батальонĕн санинструкторĕ. Икĕ хут аманнă.

7. Алексей Семенович Кадеев (1922-1998 ç.ç.) Асанкассинче çуралса ÿснĕ. Рядовой, 2-мĕш стрелковăй дивизин çар фельдшерĕ.

8. Александра Алексеевна Карзанова (1920-1958 ç.ç.) – Кивĕ Чукалтан. Медицина службин старшини, медсестра. Прибалтика фронтĕнче çапăçнă.

9. Анна Георгиевна Карзанова (1912-1975ç.ç) Шăмăршăра çуралса ÿснĕ. 1930 çулта Шупашкарта учительсен шкулне пĕтернĕ, хулари библиотекăра ĕçленĕ. Ĕçленĕ хушăрах медсестрасен курсĕнчен вĕренсе тухнă. 1942 çулхи июльте службăна кайма повестка панă.

Фронтра медицинăпа санитари батальонĕн санинструкторĕ тата медсестра пулнă, 32-мĕш арми çумĕнчи госпитальте ĕçленĕ.

Демобилизаци хыççăн Çĕмĕрле хулинче учительницăра вăй хунă (1946-1967ç.ç.) "Паттăрлăхшăн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă.

10. Григорий Константинович Карсаков (1911-1980ç.ç). Васан ялĕн çынни. Ефрейтор, санитар, Хĕвел анăç фронтĕнчи стрелковăй полкри санитари ротин санинструкторĕ.

11. Татьяна Герасимовна Карсакова (1918-1996 ç.ç) Ярăславра çуралса ÿснĕ. 1934 çулта Канашри медицина училищине пĕтерсен Анат Чаткасри тата Кивĕ Шăмăршăри медпунктсенче медсестрара вăй хунă. 1942 çулхи апрельте хăйĕн ирĕкĕпе фронта кайнă. Украина тата Белорусси фрончĕсенчи сывлăшран тапăнса кĕресрен хÿтĕлекен çарсенче медсестра должноçĕнче тăнă. Иккĕмĕш степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ, "Çапăçусенчи паллă ĕçсемшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсем илме тивĕçлĕ пулнă.

1945 çулхи августра киле таврăнсан пенсие тухичченех Ярăславри фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшнă.

12. Раиса Александровна Козлова (1922-1987ç.ç.) – Палтиелĕнчен. Рядовая, медсестра.

13. Герман Евграфович Кондратьев 1916 çулта Карапай Шăмăршăра çуралнă. 1936 çулта Шупашкарти фельдшерпа акушер шкулне пĕтерсен тăван ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче медик биографине пуçланă. 1937 çулта действительнăй службăна илнĕ. Финн вăрçине хутшăннă.

Кĕске вăхăтлăх мирлĕ ĕçре вăй хунă хыççăн медик Аслă Аттелĕх вăрçин çулăмне кĕнĕ: Прибалтика фронтĕнчи артиллери полкĕне çар фельдшерĕ, 154-мĕш стрелковăй полкра аптека начальникĕ, 67-мĕш стрелковăй дивизире медицинăпа санитари батальонĕнче начальникăн пулăшуçи пулнă. Çĕнтерĕве 35-мĕш артдивизионăн медицина тивĕçтерĕвĕн начальникĕн должноçĕнче кĕтсе илнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, "Çапăçусенчи паллă ĕçсемшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе чысланă. 1947 çулта демобилизациленсен Белоруссири Борисово хулинче тата Калининградра аптека заведующийĕнче ĕçленĕ. 1959 çултанпа Йĕпреç районĕн тĕп больницинче фельдшерта вăй хунă.

(Малалли пулать.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика