Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ун çăлтăрĕ сÿнмест

25 июля 2012 г.

ВЛАДИМИР Семенович Высоцкий... Çĕр-шывра ун ятне илтмен çын çук-тăр. Чăн-чăн талант пулнă вăл, унра нумай енлĕ пултарулăх тапса тăнă. Театрта, кинора, поэзире, музыкăра хăйĕн тарăн йĕрне хăварнă вăл. Ăна улăштарма пултаракан çын пулман, халĕ те çук: Высоцкий пĕрре пулнă, яланах пĕрре пулĕ...

Шел, хăй пурăннă чух ăна тивĕçлипе хакламан. Вăл Писательсен союзĕн членĕ те, Композиторсен союзĕн членĕ те пулман. СССР Патшалăх премине те ăна вилнĕ хыççăн тин панă. Халĕ вара унăн ячĕллĕ преми пур.

Кашни çулах вăл çуралнă (25.01.1938) тата вилнĕ (25.07.1980) кунсем çĕр-шывра Ас тăвăм кунĕсем шутланаççĕ.

Пурăннă пулсан, В.Высоцкий халĕ 79-та пулмаллаччĕ. Вăл вилнĕренпе вара кăçал 32 çул çитрĕ... Апла пулин те унăн çăлтăрĕ çаплипех çутă – нихăçан та сÿнмест.

Владимир ВЫСОЦКИЙ.

ЮРАТЬ-ХА, ЭП – ЧĔРЕХ!

Ална сулсам – мăкăртатать-и арăм,

Ална сулсам – ан тив, пуç çĕмĕрет,

Ална сулсам – çаратрĕç, тараймарăн,

Кала хăвна: юрать-ха, эп – чĕрех!

Мĕнех вара – хытах аптраттăр чир-чĕр,

Мĕнех вара – пулсассăн ĕçкĕре,

Мĕнех вара – килтен-и хăвалаччĕр, –

Кала хăвна: юрать-ха, эп – чĕрех!

Сурса хурас – картла сан ăнмасассăн,

Сурса хурас – ну, юрĕ, пур-пĕрех,

Сурса хурас – шăла çапса хуçсассăн, –

Кала хăвна: юрать-ха, эп – чĕрех!

Юрать, эппин – кирек ăçта хăть çывăр,

Юрать, эппин – ÿкерччĕр-и çĕре,

Юрать, эппин – йăтма пулсан та йывăр, –

Кала хăвна: юрать-ха, эп – чĕрех!

Чăнах çапла – тăватăн, мĕн шутланă,

Чăнах çапла – е айăплă пĕрех,

Чăнах çапла – тинех шутла пуçланă, –

Кама калас: юрать-ха, эп – чĕрех! 1969 ç.

УЛА ТИМĔР куçарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика