25 июля 2012 г.
РАÇÇЕЙ Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн район территорийĕнчи пункчĕ планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать. Кăçал çур çулта районти граждансене пурĕ 505 паспорт çырса панă. Çак шутран ăна пуçласа илнисем (14 çул тултарнисем) – 103-ĕн.
Кăçал района килсе регистраци учетне тăнисем - 278ăн. Çав вăхăтрах учетран тухса 185 çын урăх вырăна пурăнма куçнă. Регистраци учетне 7 кун хушшинче тăмалли пирки те аса илтеретпĕр граждансене. Çак йĕркене пăхăнманнисене, РФ КоАПĕн 19.15 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн, 1500 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ. 20 тата 45 çул тултарсан пĕр уйăх хушшинче çĕнĕ паспорт çыртарса илменнисене те çакнашкал суммăллă штраф пама пултараççĕ.
Ача 14 çул тултарнă хыççăн ун валли паспорт илмелли пирки ашшĕ-амăшĕ лайăх пĕлет. Шел, хăш-пĕрисем кун пирки манаççĕ е вăхăта тăсса яраççĕ. Тĕп документа пĕр уйăх хушшинче хăйсен ачи валли çыртарса илмен ашшĕ-амăшне, РФ КоАПĕн 19.15 статйин 2-мĕш пайне тĕпе хурса, 2000 тенкĕрен пуçласа 2500 тенкĕ таран штраф тÿлеттермелле тăваççĕ.
Урăх регионсене ĕçлеме тухса кайсан ăна ют çынсене шанса пама, ĕçленĕ вăхăтра шанчăксăр вырăнта (пÿлĕмре) хăварма юрамасть. Паспорта çухатса çĕнĕ документ илнисен йышĕнче урăх регионсене ĕçлеме çÿрекенсем чылай. Кăçал районти 59 çын хăйĕн паспортне çухатнă. Штраф тÿлеттернĕ хыççăн вĕсене пурне те çĕнĕ документпа тивĕçтернĕ.
Паспорт системин законодательствине пурин те çирĕп пăхăнса пурăнмалла.