Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл кайрĕ

25 июля 2012 г.

ТАВРĂНМАРĔ вăл каялла. Хăйĕн ачисене те шеллемерĕ. Паллах, çакăншăн эпĕ хам айăплă. Йăнăш утăм çемьене аркатрĕ. Сергей, манăн упăшка, хулана кайнипе усă курса киле унăн юлташне илсе килтĕм. Вăл мана тахçанах килĕшетчĕ. Вăрттăн тĕл пулусем те Кольăпа пулкаланă. Анчах ун пирки мăшăр пĕлместчĕ, сисместчĕ. Ара, унăн юлташĕ-çке, пирĕн килте те час-часах пулкалатчĕ.

Кольăпа иксĕмĕр çывăрмалли пÿлĕмре чухне пÿрте Сергей кĕрсе тăчĕ. Вăл пирĕн çине курайманлăхпа пăхса илчĕ те çухалчĕ. Нимĕн те каламарĕ вăл. Юлташĕпе те çакăн хыççăн хутшăнусем татăлчĕç унăн. Ултава каçармарĕ вăл пире.

Каярах Сергей хăй ĕçĕнчен тухса хулана кайрĕ. Унта пĕр фирмăра хуралçăра ĕçлеме пуçларĕ. Иксĕмĕр хушăмăрти çул инçетленчĕ. Телефон номерне те улăштарчĕ. Унпа курса калаçас тени те кăлăхах пулчĕ. Ăна эпĕ ăнланатăп, хытă çиллентертĕм.

Коля та текех манпа тĕл пулу шырамарĕ. Пулса иртнишĕн вăл та хăйне айăплă туйрĕ. Пĕр самантра ачаран пĕрле выляса ÿснĕ юлташĕсĕр тăрса юлчĕ.

Сергейпа эпĕ кÿршĕ ял клубĕнче паллашнăччĕ. Эпĕ хулара вĕренекенскер, юлташ хĕрĕ патне хăнана кайнăччĕ. Çавăн хыççăн пирĕн хушăра юрату çуралчĕ. Вăл вăй илсе пычĕ, пĕр çемьене пире чăмăртарĕ. Шел, анчах таса туйăмсене нумай упраймарăмăр, çичĕ çултан çырман икĕ çыранĕнче тăрса юлтăмăр. Пĕр-пĕрин патне каçмалли кĕпере вара шыв юхтарса кайрĕ.

Людмила.

Ярăслав ялĕ.

Улми йывăççинчен

аякка ÿкрĕ

ПУРНĂÇ ума тĕрлĕ пăтăрмах илсе килет: савăнăçне те парнелет, хуйхине те... Маншăн та çаплах пулса тухрĕ. Упăшкапа пĕр-пĕрне юратса пĕрлеш-рĕмĕр. Паллах, çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулман. Апла пулсан та упăшка ман çине нихăçан та алă çĕклемен. Çук, упăшка эрех ĕçмен тесе каламастăп. Вăхăт-вăхăчĕпе эрнипе те ĕçетчĕ. Ачасем вара çемье çавăрса мана савăнтармарĕç. Аслă ывăлпа кĕçĕнни мăшăрĕсене урай мунчали вырăннех хураççĕ. Час-часах юратнă çыннисене кăвак куçпа çÿретеççĕ. Тĕпренчĕкĕсене те шеллемеççĕ. Мĕскĕнсем лăпкăн çывăрса та кураймаççĕ. Вĕсене хĕрхеннипех хам та чире кая пуçларăм.

Тепĕр чухне кинсен хутне кĕнĕшĕн хама та çакланать. Тăван амăшĕ çине алă çĕклекене ывăл тесе чĕнес те килмест. Упăшка çапса курманнине тĕпренчĕкрен патак çини ай-яй ыраттарать. Эпĕ вĕсене усала вĕрентме тăрăшмарăм-çке. Яланах вĕсем валли тутлă апат-çимĕç туянтăм, çĕтĕк çÿретмерĕм. Мĕншĕн çав териех çынлăха çухатрĕç-ши вĕсем;

Тен, упăшка пурăннă пулсан мана çăмăлрах пулнă пулĕччĕ. Юратнă çыннăм вăхăтсăр çĕре кĕмен пулсан, ывăлсем унран шикленнĕ пулĕччĕç.

Çамрăкрах чухне, ваттисем "улми йывăççинчен аякка ÿкмест" тенине тĕпе хураттăм. Халĕ вара хам куçпа хам курса ĕнентĕм, пур чухне те ачасем ашшĕ-амăшĕн йĕрĕпе каймаççĕ иккен.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика