25 июля 2012 г.
ПУРНĂÇ улшăнса пынине хăнăхса пыратпăр ахăр: вăл е ку пулăма кашниех хăйне майлă ăнланать. Лайăххипе пĕрлех япăххи те вăй илсе пынăн туйăнмасть-и сире; Эпĕ калас тенине те çынсем тĕрлĕрен йышăнасса пĕлсех тăратăп...
Ĕлĕкрех хĕрсем шăлавар тăхăнма тытăннине хытах сивлеттĕмĕр, çакна Анăçран килнĕ юрăхсăр йăла вырăнне хураттăмăр. Анчах çак мода, пыра-киле, çирĕп йăлана кĕчĕ. Халĕ шăлавар хĕрсемшĕн çеç мар, ватлăх енне сулăннă хĕрарăмсемшĕн те кулленхи атрибут вырăнĕнчех. Ку юрĕ-ха, сăмахăм урăххи çинчен.
Çанталăк шăрăх тăрать. Тÿпери хĕвел ирĕлсе каяс пек вĕри. Сулхăналла туртăнаççĕ çынсем, çÿхерех тумтир тăхăнаççĕ. Кунта нимĕн япăххи те çук-ха. Анчах урăххи пăшăрхантарать.
Ял урамĕсем пляжа çаврăнчĕç вĕт! Ăçта ан пăх – унта труççиклĕ çын. Ача-пăчана юрĕ-ха. Çамрăксемшĕн те тем мар тейĕпĕр. Хĕрарăмсемшĕн, темиçешер ачаллă амăшĕсемшĕн пĕрре те килĕшÿллĕ мар-çке çакă. Мăнукĕсемпе уçăлма тухнă асламăшĕсемпе кукамăшĕсем те кĕске йĕмпе çÿрени пĕрре те вырăнлă мар вĕт. Пăхсан, кулăшла та пек. Хăшĕсем тата çÿхе, уçă майка çеç уртса янă, кăваписене кăтартса çÿреççĕ.
Арçынсене те, паллах, урамра кăнтăр кунĕнчех шортипе çÿрени вырăнлă мар. Ахăртнех, культура тенине манса пыратпăр пулас, ун шайĕ чакни – кашни утăмрах. Труççиклĕ çынсем лавккасене, учрежденисемпе организацисене, ытти обществăлла вырăнсене çаплах пырса кĕме те вăтанмаççĕ. Е вĕсем хăйсене пляжа килнĕ пек туяççĕ-ши; Редакциех, акă, кун-каçа труççиклĕ темиçе çын кĕрсе тухать. Хăшĕсемшĕн тата урамра кĕпе-майкăсăр, кĕске йĕм вĕççĕн кăна çÿрени те тем мар-тăр. Пур, ун пеккисем те пур.
Урам – пляж мар-çке. Апла пулсан, мĕншĕн çынлăхран тухмалла-ха; Питех пăчă пулсан, çак тумпа кил-картинче, пахчара çÿре, кÿлĕ-пĕве хĕррине кай – никам та ним те каламĕ.