28 июля 2012 г.
Васанти Октябрьская урамĕнчи Мердеевсем çуллен йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен картишĕнче – сăвăнакан 2 ĕне, 2 пушмак, 3 пăру.
– Пăрусене çитĕнтерме шутлатпăр, кун пек тупăшлăрах, – тет кил хуçи Александр Мердеев. – Тынасене пушмаксен ÿсĕмне çитерсе сутма ĕмĕтленетпĕр. Вăкăра çитĕнтерсе какая ăсатма шутлатпăр. Пĕлтĕр икĕ вăкăр çитĕнтерсе сутрăмăр.
Мердеевсем предпринимателе куллен 20-22 литр сĕт сутаççĕ.
Кил картинче сыснасем те пур. Кил хуçин мăшăрĕ Алевтина Витальевна каланă тăрăх, 4 сыснаран 2-шне çывăх вăхăтрах какая ăсатасшăн.
Йышлă выльăх-чĕрлĕх валли, паллах, выльăх çими те нумай кирлĕ. Ăна Мердеевсем çуллен ытлă-çитлĕ хатĕрлеççĕ.