28 июля 2012 г.
ПАСАР пурри пĕр енчен лайăх та: магазинсенче çук, тĕл пулайман япалана унта туянма пулать. Паян çук пулсан – çын ыйтнипе çитес пасара илсе килеççех. Хакĕ пирки те калаçса татăлма май пур.
Юлашки вăхăтра Шăмăршă пасарĕнче сĕт-çу продукчĕсен хакĕсем улшăнман, пĕр шайрах тăраççĕ: 1,5 литр сĕтшĕн 30, пĕр килограмм тăпăрчăшăн 100, килти пĕр килограмм услам çушăн 200 тенкĕ ыйтаççĕ. Хăйма та пур, çур литр савăтли – 60 тенкĕ. Пĕр теçетке çăмарта вара 40 тенкĕ тăрать.
Аш-какая илес пулсан, пасарта ĕне ашĕ 250 тенкĕ, шăмăллăраххи - 230 тенкĕ. Сысна ашĕ вăтамран 170 тенкĕпе танлашать, сало тутанса пăхас тесен 150 тенкĕ ан шелле.
Выльăх ăш-чикки те пур. Пĕвер вăтамран 90 тенкĕ. Чĕре хаклăрах: пĕр килограмĕ – 130 тенкĕ таран. Чăх тукмакĕ – 105 тенкĕ. Шăнтнă пулă хакĕ, сорчĕсене кура, тĕрлĕрен – 150 тенкĕрен ытларах тÿлесен чи лайăх пулă туянма пулать.
Пасар улма-çырлапа та тулăх. Хура çырлана халĕ, 5 литр савăтлине, 1300 тенкĕпе сутаççĕ. Крыжовник, чие (5 литр) – 500-шер тенкĕ, 3 литр савăтлă хăмла çырли – 300 тенкĕ. Пан улми 35 тенкĕрен пуçласа 45 тенкĕ таран тăрать, слива – 50.
Пахча çимĕçсем те, ĕлкĕрсе пынă май, пасарта вырăн тупаççĕ. Хăшĕсене аякран (ăçтан иккенне сутакансем каласшăнах мар) кÿрсе килнĕ, килти пахчасенче çитĕнтернисем те пур. Вăтам хаксем (пĕр килограмшăн): хăяр – 15, помидор – 25-40, тутлă пăрăç – 30, арпус – 10-11, дыня – 30, купăста – 25. Çĕр улми те пур, пĕр килограмĕшĕн 20 тенкĕ ыйтаççĕ.
Варени-компот пĕçернĕ тапхăрта сахăр песукĕн хакĕ ÿсекенччĕ. Кăçал вăл питех хакланни туйăнмасть-ха, пĕр миххине 1550 тенкĕпе туянма пулать. Çăнăх хакĕ те улшăнман: чи пысăк сортли пĕр миххи – 700 тенкĕ, пĕрремĕш сортли 50 тенкĕ йÿнерех. Ыраш çăнăхĕн 10 килограмĕ – 170 тенкĕ.
Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усракансене 50 килограмм михĕллĕ отрубине 250 тенкĕпе, комбикорма (40 килограмм) 500 тенкĕпе сĕнеççĕ.
Сутлăхра кĕленче банкăсем те пур. Варени-компот пĕçернĕ, пахча çимĕç маринадланă вăхăтра вĕсене ыйтакансем нумай. Хакĕсем: 0,5 литрли - 9, 0,66 литрли – 10, 1 литрли – 12, 1,5 литрли – 19, 2 литрли – 21, 3 литрли – 22 тенкĕшер.
Тип çу, кондитер, макарон-кĕрпе хакĕсем магазинсенчи шайрах.