28 июля 2012 г.
ЧĂВАШ Республикин Ял хуçалăх министерствин коллегийĕнче сутмалли тыррăн чи пĕчĕк хакĕсене палăртнă. Кăçал вĕсем çакăн пек пулмалла: 3-мĕш класлă пĕр тонна тулă – 5300 тенкĕ (пĕлтĕрхинчен 6 процент ытларах), 4-мĕш класли – 4900 тенкĕ (5,4 процент пысăкрах), А ушкăна кĕрекен ыраш (çимелли) – 4200 тенкĕ (7,7 процент нумайрах).
Цифрăсен хаклавĕпе
КĂÇАЛХИ пĕрремĕш çур çулта:
"Шемуршинсксельэнерго" ЗАО – 420 пин тенкĕлĕх (пĕлтĕрхинчен 16,7 процент нумайрах) продукци кăларнă. Кунта электромоторсене те 39,6 процент ытларах – 127 юсанă;
Л.Корчаковăн уйрăм çын предприятийĕ 612 пин тенкĕлĕх çăкăр-булка изделийĕсем пĕçерсе хатĕрленĕ;
А.Романовăн уйрăм çын предприятийĕ 879 кубла метр чухлĕ йывăç материалсем туса кăларнă;
"Шăмăршă районĕнчи "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ" АУ пĕрремĕш çур çулта 815 пин тенкĕлĕх пичет продукцийĕ (иртнĕ çулхинчен 25,6 процент ытларах) хатĕрленĕ, хаçат продукцийĕ хатĕрлесси 21,2 процент, бланксен продукцине хатĕрлесси 43 процент ÿснĕ.
Малтанхи паккуссем,
пĕрремĕш бункер
ХĔВЕЛ пирĕн енчен тухать те, пур ĕçе те маларах пуçăнма хистет, теме юратаççĕ чаткассем. Хуçалăхăн чăвашла ячĕ те çакнах çирĕплетет.
Кăçал та "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче вырма каçалăкĕ районта чи малтан уçăлчĕ, тулли пучахсем тинех çĕр ĕçченĕсене кĕтсе илчĕç. Николай Степанов механизатор МТЗ-82 трактор çумне çаклатнă ЖВП-6 жаткăпа 50 гектар ытла кĕрхи тулла паккуссене хума ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Çĕнĕ тухăçăн малтанхи бункерне вара Николай Ильин комбайнер пушатнă, Александр Козлов водитель хиртен йĕтем çине пĕрремĕш рейс тунă. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, тухăç начарах мар пулмалла.