28 июля 2012 г.
ЧĂТĂМСĂРРĂН кĕтеççĕ "Мир" хупă акционерла обществăн механизаторĕсем кăçалхи вырмана. Тыр-пула пухса кĕртнĕ çĕре тăватă комбайн хутшăнмалла. Агзам Сатретдинов, Анатолий Матвеев, Владимир Актемов, Сергей Матвеев хăйсен ДОНĕсене паян тесен паян хире илсе тухма хатĕр. Çĕнĕ тухăçа йышăнма йĕтеме те йĕркене кĕртнĕ, тырă тасатакан агрегатсем юсавлă.
Хиртен йĕтем çине тырă турттарма техника çителĕклĕ.