Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тинĕс хумĕсен ытамĕнче

28 июля 2012 г.

1945 çул пирĕншĕн Аслă Çĕнтерÿпе тата 8 класс пĕтернипе палăрса юлчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра Анат Чаткасри Петр Синелев тата эпĕ, Пуянкассинчи Василий Муромцев питĕ çывăх юлташсемччĕ.

Эпир – пулас моряксем – виçсĕмĕр те Палтиел шкулĕнчех вăтам пĕлÿ илме ĕмĕтленеттĕмĕр. Шел, çав çул темле сăлтава пула ку вĕренÿ учрежденине каллех 7 çул вĕренмелли шкул туса хăварчĕç.

Эпĕ вара малалла кÿршĕллĕ Тутарстанри Хурăнвар Шăхальти вăтам шкула вĕренме çÿрерĕм. Василий Муромцев – Шăмăршăри вăтам шкулта, Петр Синелев Патăрьелĕнчи педагогика техникумĕнче пĕлÿ пухрĕç.

1949 çулта кĕркунне пире, 1929 çулта çуралнăскерсене, виçсĕмĕре те çар службине кайма повестка пачĕç. Ахаль службăна та мар – Тинĕс-çар флотне. Паллах, эпир çакăншăн питĕ савăнтăмăр, мăнаçлантăмăр. Çитменнине, пĕр класра вĕреннисенчен виççĕшĕ флота лекни халиччен районта пулман та пулĕ. Моряксем ял-йышра ĕлĕкренпех питĕ сумлă пулнă.

Эпĕ Лăпкă океан флотне лекрĕм, çар специальноçĕпе илсен, – торпедист. Петр Синелев Балтика флотĕнче – сигнальщик, Василий Муромцев Хура тинĕс флотĕнче торпедист пулнă.

Пирĕн служба ăнăçлă иртрĕ. Служба срокĕ вĕçленсен, 1953 çулта, кĕркунне, эпир виçсĕмĕр те киле таврăнтăмăр, мирлĕ ĕçе пуçăнтăмăр.

Петр Синелев служба хыççăн каллех Анат Чаткасри шкулта учительте ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл заочнăй майпа Чăваш Патшалăх педагогика институтне пĕтерчĕ, пенсие тухичченех ачасене вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентрĕ. Обществăлла ĕçсенче те хастарччĕ. Петр Васильевич темиçе хутчен те суйлав комиссийĕн председателĕ пулчĕ, чылай çул ялти ветерансен организацине ертсе пычĕ. Шел, педагогика ĕçĕн сумлă ветеранĕ пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

Василий Муромцев вара ĕмĕр тăршшĕпех тăван ялта – "Правда" колхозра инженерта ĕçлерĕ. Пенсие каяс умĕнхи çулсенче Пуянкасси вăтам шкулĕнче ĕç урокĕсене илсе пынă. Василий Ильич та нумай çул хушши ялти ветерансен организацине ăнăçлă ертсе пычĕ.

Эпĕ службăран запасри офицер пулса таврăнсан тĕрлĕ отрасльсенчи яваплă должноçсенче вăй хутăм. Обществăлла ĕçсенчен те пăрăнман.

Эпир виçсĕмĕр те пенсие кайичченех тĕрлĕ ĕçре чăтăмлăн ĕçлерĕмĕр. Флотра службăра тăрса йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхни пире пурнăç тăршшĕпех пулăшса пырать.

Сăмахăма вĕçленĕ май, районти запасра тата отставкăра тăракан матроссене, старшинасене, мичмансене, офицерсене тата вĕсен çемйисене Тинĕс-çар флочĕн уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика