Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трактор – сухалатăр, актăр

28 июля 2012 г.

РЕСПУБЛИКĂРА, вăл шутра пирĕн районта та кашни çулах "Трактор" операци-уйăхлăх иртет. Чи малтанах унăн иртнĕ çулхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашар-ха.

Пĕлтĕр операци пынă тапхăрта 132 техника единицине тĕрĕсленĕ. Вăл шутра – тракторсем, хăй тĕллĕн çÿрекен техника хатĕрĕсем тата вĕсен прицепĕсем. Вĕсенчен 19-ĕшĕпе йĕркене пăсса усă курни палăрнăччĕ, патшалăх техника тĕлĕслевне тухмалли правилăсене пăснă 4, удостоверенисĕр çынсем руль умне ларнă 4, техникăпа регистраци докуменчĕсĕр усă курнă 1, патшалăхăн регистраци паллисĕр техника хатĕрĕпе усă курнă 4 тĕслĕх пулнăччĕ. Çавна май 19 çынна административлă майпа 1900 тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.

Кăçал "Трактор" операци-уйăхлăх августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа уйăх вĕçлениччен тăсăлать. Унăн тĕллевĕ – техника хатĕрĕсен шайне, вĕсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесси. Шăпах çакнашкал тĕрĕслевсенче çитменлĕхсем палăраççĕ те ĕнтĕ. Вĕсене вăхăтра асăрхани чылай чухне пулма пултаракан инкексене сирсе яма пулăшать, çынсен пурнăçĕсене çăлса хăварать.

Уйăхлăх вăхăтĕнче техника хуçисене вăхăтра техосмотр ирттерме пулăшатпăр, транспорт налукĕ тÿлемелли майсем туса паратпăр. Çавăн пекех, кивелнĕ техникăна та тупса палăртма тивет. Вĕсене вара регистраци учетĕнчен кăлармалла.

Патшалăх регистраци паллисĕр тракторсемпе хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем те тĕл пулкалаççĕ-ха. Хăшĕсем тата юсавсăр пулни те пулать. Çакнашкал техникăпа çула тухни – йĕркене пăсни. Уйрăм çынсем хушшинче вăхăчĕ иртнĕ удостоверенисене çĕнетме васкаманнисем те пур, теприсем техника документацине кирлĕ пек йĕркелесе çитермен, техникăна вăхăтра учета тăратман, киввисене учетран кăларман.

Кустăрмаллă тракторсемпе чылай чухне транспорт хатĕрĕ пек те усă курма тивет. Кун пек чухне, çула тухсан, удостоверени, транспортăн техника документацийĕ яланах çумра пулмалла. Çутă хатĕрĕсем, сигнализаци йĕркеллех-и тата; "Трактор" операци-уйăхлăх вăхăтĕнче ларакансем çул-йĕр правилисене мĕнлерех пăхăннине те шута илĕпĕр.

Тепĕр самант çинче чарăнса тăрас килет. Хăш-пĕр трактористсем прицепсем çине çынсене лартса çÿреççĕ. Çакă йĕркене тÿрремĕнех пăсни шутланать.

Кашни йышши техника хатĕрĕпех ăна мĕнле тĕллевпе туса кăларнине тĕпе хурса усă курмалла: çул-йĕр машинисем çул туччĕр, вăрманта ĕçлемелли вăрманта ĕçлетĕр, хуçалăхсенчи вара сухалатăр, актăр – трактор çавăнпа трактор, катаччи чупмалли хатĕр мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика