01 августа 2012 г.
ЧĂВАШ Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федеративлă Эфиопи Демократи Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолне Касахун Дендер Мелесене йышăннă.
Тĕл пулура Чăваш Енпе Эфиопи суту-илÿпе экономика енĕпе килĕштерсе ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă. Икĕ енĕн пĕрешкелли нумай. Калăпăр, экономикăра аграри секторĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Çитес 5 çул хушшинче Эфиопи ял хуçалăх продукцийĕ туса илессине икĕ хут пысăклатасшăн. "Чăваш Енĕн ял хуçалăхĕнче çĕнĕ технологисемпе усă курмалли опыт пысăк, эпир унпа усă курасшăн", – тенĕ посол. Эфиопи енĕ Чăваш Енĕн Суту-илÿпе промышленноç палатипе, вырăнти аслă шкулсемпе алла-аллăн ĕçлесшĕн.
Михаил Игнатьев хăнана республикăна килнĕшĕн тав тунă, Чăваш Ен малашлăхлă уйрăм проектсемпе пĕрле ĕçлеме хатĕррине палăртнă.