01 августа 2012 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Украинăн Чул хулари генеральнăй консулĕпе Игорь Мельничукпа, Чăваш Ене пĕр кунлăх официаллă визитпа килнĕскерпе, тĕл пулнă.
Енсем суту-илÿпе экономика ĕçтешлĕхне анллатас, Чăваш Енпе Украинăн туслă çыхăнăвне аталантарас ыйтусене сÿтсе явнă. "Округри регионсенчи пирвайхи визит валли эпĕ Чăваш Ене суйласа илтĕм. Пире республикăра тарават пулнине, лайăх туссен вырăнне хурса йышăннине туятпăр. Эпир хамăрăн хутшăнусене малалла аталантарма хатĕр", – тенĕ Игорь Мельничук.
Иван Моторин Чăваш Енпе Украинăн ĕçлĕ çыхăнăвĕсем çирĕппине, генконсул визичĕ вĕсене татах вăй парассине палăртнă.