01 августа 2012 г.
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРА йышлă выльăх-чĕрлĕх усракан пенсионерсенчен пĕрисем – Çĕнтерÿ урамĕнчи Петьковсем. Вĕсен картишĕнче – ĕне, пушмак, çитĕнсе пыракан вăкăр, йышлă хур-кăвакалпа чăх-чĕп.
– Эпир çуллен пушмак е вăкăр сутатпăр, – каласа парать кил хуçин мăшăрĕ Мария Николаевна. – Ытлашши сĕте ялти предпринимателе сутатпăр.
Ĕçчен ветерансем – Виктор Андреевичпа Мария Николаевна Петьковсем – çапла майпа пенси суммине хушма укçа-тенкĕпе пуянлатаççĕ.
Петьковсем – ялти хисеплĕ çынсем. Виктор Андреевич 40 çула яхăн Киров ячĕллĕ колхозра водитель пулса ĕçленĕ. Мария Николаевна 30 çул хушши выльăх çими хатĕрлекен звенора тăрăшнă.
Мария Николаевна пушă вăхăтра тĕрĕсем тĕрлеме юратать. Унăн чуна тыткăнлакан тĕрĕллĕ кавирĕсене, чÿрече каррисене, стена çине çакмалли сюжетлă ÿкерчĕклĕ тĕррисене çулленех районти Акатуйра курма пулать. Кăçал июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ Республика уявĕнчи куравра та М.Петькован тĕррисене жюри пысăк хак панă, пултаруллă алĕç ăстине сумлă Диплом парса чысланă.