01 августа 2012 г.
Иртнĕ эрне кун, июлĕн 7-мĕшĕнче, район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче "Единая Россия" партийĕн вырăнти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ пулнă.
Çакна палăртмалла, отчетлă тапхăрта районти "Единороссем" йыш тĕлĕшĕнчен те, пахалăх енĕпе те палăрмаллах лайăхланнă. Хальхи вăхăтра партин районти уйрăмĕ ялсенчи 24 пуçламăш организацийĕ 864 члена пĕрлештерсе тăрать. Çак хушăра 31 çынна парти ретне илнĕ, Политканашăн 20 ларăвĕ иртнĕ. Политика тĕлĕшĕнчен питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ çак организаци район экономикине, социаллă пурнăçне аталантарас ĕçре пысăк вăй шутланать. Халĕ "Единая Россия" партийĕн членĕсен тÿписĕр районти нимĕнле ĕç те, мероприяти те иртмест.
"Единая Россия" парти пуçарăвĕпе пĕтĕм çĕр-шыври пекех, пирĕн районта та кирлĕ те паллă ĕçсем пурнăçланаççĕ. Ял хуçалăх отрасльне патшалăх енчен пулăшас, "Таса шыв", "Халăха вĕрентес ĕç тата модернизаци", "Сывлăха сыхлас" тата ытти наци проекчĕсем районта та вăй илсех пыраççĕ.
Конференцире делегатсем "Единая Россия" партин районти уйрăмĕ отчетлă тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен" партин Политканаш секретарĕ В.П. Фадеев тата ревизи комиссийĕн секретарĕ З.Б. Волкова туса панă докладсене итлесе сÿтсе явнă. Пренире Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Политканаш членĕ В.В. Денисов, Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, партин Анат Чаткасри пуçламăш организаци совечĕн секретарĕ Л.Н. Петрова тухса калаçнă, партин вырăнти уйрăмĕн отчетлă тапхăрти ĕç-хĕлне хакланă.
Конференци делегачĕсем вăрттăн сасăласа "Единая Россия" партийĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ пулма район администрацийĕн пуçлăхне В.П. Фадеева, 15 Политканаш, 3 çынран контрольпе ревизи комиссийĕн çĕнĕ йышне, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн Конференцине хутшăнма икĕ делегат суйланă. Конференцире парти ĕçне хастар хутшăннă активистсене Чăваш регион тата вырăнти уйрăмĕсен Тав çырăвĕсемпе чысланă, хаклă парнесемпе сумланă, тинрех çеç партие кĕнĕ членсене билетсем панă.
Çавăн пекех Политканашĕн организациллĕ ларăвĕнче партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕн пулăшуçисем пулмашкăн вăрттăн сасăласа район пуçлăхне М.Х. Хамдеева тата район администрацийĕн организациллĕ пайĕн начальникне Л.Н. Портнована шаннă.
Ларура çавăн пекех парти майлисен районти совечĕн çĕнĕ составне 5 çынран тата партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан комитет ертÿçи пулмашкăн П.И. Фомина çирĕплетнĕ.
Конференци ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этики комитечĕн председателĕ, "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Н.В. Малов, "Единая Россия" партин чăваш регион уйрăмĕн ĕç тăвакан комитет руководителĕ А.Ю.Гурьев, ĕçтăвком сотрудникĕ В.Н. Грачев хутшăннă, сăмах тухса каланă.