Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç аннепе илемлĕ

01 августа 2012 г.

Ĕçпе чапа тухнă çынсем сахал мар Анат Чаткас ял поселенийĕнче. Вĕсем тăван колхозра вăй хунă: уй-хирте, фермăра ĕçленĕ.

70 çул тултарнă Зоя Ухорская та çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ, колхозри пĕр ĕçрен те пăрăнса юлман. Савăнăçне те, хуйхи-суйхине те ĕçрех ирттернĕ. Кил-çуртра та ĕçлесе ĕлкĕрнĕ, мăшăрĕпе Николай Борисовичпа икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ватăсене савăнмалăх 8 мăнук та пур. Паллах, Зоя Ивановнăна лайăх ĕçленĕшĕн парнесемпе чысланă, ĕç ветеранĕ ята та вăл тивĕçнĕ.

Пултаруллă хĕрарăм ашшĕ юратăвĕсĕр çитĕннĕ. Вăл вăрçа тухса кайнă та каялла таврăнман. Çавăнпах иртĕнсе ÿсме май килмен вĕсен, май килнĕ таран амăшне пулăшмалла пулнă.

Зоя Ухорская алă ĕçне те ăста. Вăл чĕнтĕр çыхать, чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçне çĕлет. Илеме чунпа туять вăл. Хăйĕн ăсталăхне ачисем патне те çитерме тăрăшнă. Тĕпренчĕкĕсене вăл ырă канашпа пулăшсах тăрать, мăнукĕсене ачашлăхпа савăнтарать.

Сăнĕпе илемлĕ, кăмăлĕпе ырă Зоя Ивановнăна юбилейпе саламлама ачисемпе кинĕ-кĕрÿшĕ, мăнукĕ пухăннă. Ăна чи ăшă та çепĕç сăмахсемпе савăнтарнă. Паллах, пĕр тăван Елизавета Тихонова, Анатолий Тяпушов, Ольга Петрова та йăмăкĕпе кĕрекене пĕрле ларнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика