01 августа 2012 г.
КУ УРАМА ялта Сăрт урамĕ теççĕ пулин те, Е.Угарина ăна симĕс урам теме юратать. Сăлтавсăр мар ентĕ: йывăç-тĕм нумай кунта, ешĕл çерем, пахчасенче – илемлĕ чечексем. Еля аппа пурăнакан çурт та йывăçсем айĕнче темелле: кашни сулах - туратсем йăтайми улма-çырла. Пахчи те тирпейлĕ. Ку килте ĕçлеме ÿркенмен çын пурăнни тÿрех сисĕнет. Кил хуçи чăнах та ĕçчен, ларма-тăма пĕлменскер.
Çичĕ класс пĕтерсенех ĕçлеме тытăннă Е. Угарина. Малтанласа вăл вăрманта сухăр юхтарнă çĕрте тăрăшнă. Черченкĕ хĕр пĕрчи аслисенчен пĕрре те юлман, ĕçченлĕхпе тĕлĕнтернĕ.
Çур ĕмĕр каялла Елена Алексеевна Çĕнĕ Чукал каччипе çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр колхозра вăй хума пуçлать: Вадим – платник , Еля – фермăра. Е. Угарина сыснасем те, пăрусем те пăхнă , ĕне те сунă – "Волга" колхозри чи хастар та маттур доярка пулнă. Çак хушăра Еля аппа нумай çамрăка вĕрентсе, пулăшса пынă. Çакăншăн ăна çынсем халĕ те тав тăваççĕ. Ача-пăча та çуратса ÿстернĕ ĕçчен хĕрарăм, килти йышлă выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке пăхма та вăхăт тупнă. Пахчара ĕç сахал пулнă-и тата; Алă ĕçне те пайтах тума тивнĕ. Пушă вăхăтра мăшăрĕ кăçатă йăваланă, ăна та кирлĕ пулнă.
Тивĕçлĕ канăва кайичченех пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕнчен уйрăлман Елена Алексеевна. Халĕ вăл Сергей ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать, килти хуçалăха тытса пыма пулăшать. Çитмĕл урлă каçнине пăхмасăр яланах ĕçлĕ вăл: выльăх-черлĕх, хур-кăвакал пăхать, пахчара тăрмашать. Вăрмана кăмпа-çырла пухма çÿреме те ÿркенмест, сиплĕ курăксем типĕтсе хатĕрлет.