Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космосра – чăвашпа украинец

01 августа 2012 г.

1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче 11 сехет те 30 минутра пирĕн çĕр-шывра черетлĕ "Восток-3" космос карапне вĕçтерсе янă. Çак карапа пирĕн чаплă ентешĕмĕр, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Г. Николаев майор тытса пынă. Вĕçев çăмăлах пулман, космонавтăн тĕрлĕ тĕпчевсемпе экспериментсем ирттермелле пулнă.

Пĕр талăкран, августăн 12-мĕшĕнче, 11 сехет те 02 минутра, уçлăха "Восток-4" космос карапĕ çĕкленнĕ. Карап командирĕ – Павел Романович Попович подполковник. Орбитăра "Соколпа" "Беркут" (Николаевпа Поповичăн позывнойĕсем) пĕрле вĕçнĕ.

Пĕрлехи вĕçевре А.Г. Николаевпа П.Р. Попович медицинăпа биологи тата наукăпа техника проблемисемпе çыхăннă тĕпчевсемпе экспериментсем нумай ирттернĕ. Вĕсем тăрăх ученăйсем, конструкторсем тата космонавтсем орбитăри вĕçевсем мĕн вăхăт хушши тăсăлма пултарнине, карапсене космосра мĕнле майпа пĕр-пĕринпе çыхăнтарма, нумай вăхăтлăх орбита станцийĕсем туса хума май пуррине пĕлме пултарнă.

Ку вĕçевре космонавтсем тĕнчере пĕрремĕш хут пиçиххисене вĕçертсе креслăран уйрăлнă. Андриян Николаев "уçă ишевре" 3,5 сехет, Павел Попович 3 сехете яхăн пулнă. Кун хыççăн Андриян Григорьевич çапла пĕтĕмлетÿ тунă: "Йывăрăшсăр сывлăшра пурăнма та, ĕçлеме те пулать".

Совет çыннисем тата Европăри чылай çĕр-шывсенче пурăнакансем совет телевиденийĕн каналĕсем тата "Интервидени" системи урлă космонавтсем кабинăра ирĕккĕн "ишсе" çÿренине, тĕпчевсем ирттернине, пĕр-пĕринпе тата Çĕр-планетăпа радио çыхăнăвĕ йĕркеленине сăнаса тăнă.

Вĕçев параметрĕсене пăхсан, "Восток-3" карап орбитăри 17-мĕш çаврăмра çĕртен 229,8 километр, "Восток-4" карап 1-мĕш çаврăмра 236,7 километр çÿллĕшне çĕкленнĕ. Чи аялти параметрсене илсен, "Восток-3" 17-мĕш çаврăмра çĕртен 178 километр, "Восток-4" 1-мĕш çаврăмра 179,8 километр çÿллĕшĕнче пулнă. Карап-спутниксем çĕртен чи çÿллĕ тапхăрти вĕçевĕ çеккунтра 7,81 ("Восток-3") тата 7,82 ("Восток-4") километрпа танлашнă. Космос карапĕсен пĕр-пĕрин хушшинчи чи çывăх дистанцийĕ 6,5 километр пулнă.

Карап-спутниксем пĕр-пĕринпе çывăхра вĕçнĕ. Летчик-космонавтсем хушшинче шанчăклă радиоçыхăну пулнă.

Пирĕн чаплă ентешĕмĕр Андриян Николаев майор тытса пыракан "Восток-3" карап 95 сехет хушшинче (4 талăка яхăн) çĕр чăмăрĕ тавра 64 хут вĕçсе çаврăннă. Украина халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Павел Попович подполковник тытса пыракан "Восток-4" карап 71 сехет хушшинче (3 талăка яхăн) çĕр чăмăрĕ тавра 48 çаврăм тунă.

1962 çулхи августăн 15-мĕшĕнче, вĕçев программипе килĕшÿллĕн, Казахстанри Караганда çывăхĕнче 9 сехет те 55 минутра "Восток-3" карап, 10 сехет те 01 минутра "Восток-4" карап çĕр çине ăнăçлă анса ларнă. Андриян Николаевпа Павел Попович летчик-космонавтсем вĕçев программине чыслăн пурнăçланă. Вĕсене Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.

А.Г. Николаев летчик-космонавтăн тĕнче уçлăхĕнчи паттăрлăхне пула пĕтĕм тĕнче Атăл юхан-шывĕн таврашĕнче ĕçчен те сăпайлă чăваш халăхĕ пурăннине пĕлнĕ. Андриян Григорьевичăн ятне Чăваш АССРĕн Ĕçпе Паттăрлăх Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Шел, 2004 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче А.Г. Николаев, çитмĕл пиллĕкре пынăскер, пиртен уйрăлса кайрĕ. Андриян Григорьевичăн мухтавлă ячĕ, çутă сăнарĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика