01 августа 2012 г.
Пирĕн районтан тухнă çынсем Тăван çĕр-шывăн хăть те хăш кĕтесĕнче пурăнсан та ĕçченлĕхпе, пултарулăхпа палăрса тăни савăнтарать. Вĕсем хăйсен ĕçĕпе, маттурлăхĕпе ыттисене тĕлĕнтереççĕ, ăсталăхне теприсене вĕрентеççĕ.
Хайпăла ялĕнче çуралса ÿснĕ Надежда Карсакова халĕ Челябинскра пурăнать. Вăл çак тăрăхра чăвашсен тухйи-хушпуне, кĕпе-саппуне ăсталать, çĕлет, унта пурăнакан йăхташăмăрсене уявсенче тумлантарать. Аякра пулсан та чăвашлăха упраса хăварма тăрăшать Надежда Ильинична. Çакна туса пыма ăна çак хулари чăваш нацийĕн культура автономийĕ йĕркеленни хистет, ăна вĕсен Сергей ывăлĕ ертсе пырать. "Уявсенче тăван чĕлхепе шăранакан юрăсем илтĕнни чуна савăнтарать", – тет вăл.
Надежда Карсакована Челябинск хулине шăпа илсе çитернĕ темелле. Вăл вĕренес кăмăлпа инçе çула кĕскетнĕ. Шел, ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май килмен. Вара вăл çакăнтах юлса ĕçлеме пуçланă. Малтан трамвай çÿретнĕ, кайран мĕн пенсие кайиччен "Полет" радиозаводра вăй хунă, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ. Хăнăхнă, юратнă ĕçрен халĕ те уйрăлман.
Пÿрни алăк умнех килет. Надежда Ильиничнăшăн та çаплах пулнă. Вăл çак хулара чăваш каччипе паллашса çемье чăмăртанă, ача-пăча çуратнă. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Сăмах май, мăшăрĕ – Александр Герасимов – Хĕрлĕ Чутай районĕнчен. Ăшă та ырă кăмăллă çемьене хăнасем те пырсах çÿреççĕ. Ун пек чухне сăмах-юмахăн вĕçĕ те çук: аса илÿсем, юрăсем...
Хăйĕн арăмĕпе чăннипех те мухтанать Александр. "Унпа паллашса çемье çавăрнăшăн савăнатăп. Ун пек ĕçчен те ырă кăмăллă хĕрарăм сайра тĕл пулатăн. Ĕç пуçласан, ăна вĕçлемесĕр нихăçан та чарăнмасть вăл. Ачасемшĕн те юратнă амăшĕ, пулăшуçă", – пĕлтерчĕ çемье пуçĕ.
Тăван тăрăха та килсех çÿреççĕ вĕсем. Кунта илемлĕхе чунтанах юратаççĕ. "Çуралнă кĕтес вăй-хăват хушать, пурăнма хавхалантарать", – пĕр шухăшлăн пĕлтереççĕ Герасимовсем. Аякра пулсан та чун-чĕри кунтах вĕсен. Ахальтен мар ĕнтĕ Герасимовсем кашни çулах тăван тăрăхсене – Хĕрлĕ Чутайпа Шăмăршă районĕсене – килсе çÿреççĕ. Вĕсен тĕпренчĕкĕсем те Хайпăла çумĕнчи вăрмана куç илмесĕр сăнаççĕ, унăн илемĕпе киленеççĕ. Çамрăклăх сукмакĕ тăрăх амăшĕ тĕпренчĕкĕсене экскурсие илсе тухать. Надежда Ильиничнăн вĕсене каласа памалли, кăтартса тĕлĕнтермелли темĕн чухлех. Ара, ачалăхри, яшлăхри вăхăт чи хавасли те кăсăкли. Çав самантсем нихăçан та асран тухмаççĕ, çулсем иртсен те куç умнех килеççĕ. Надежда Герасимована кунта яланах кĕтеççĕ, кунта унăн тăванĕсем, тус-юлташĕ.
Хăйĕн юбилейне паллă тунă Н.Герасимова. Ăна саламлама пур тăванĕ те пухăннă. Чи пĕлтерĕшли вара – çак уява çуралнă килте паллă тунă. Кĕрекене пуçтарăнсан кăмăлĕсем туличчен калаçнă.