Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Камра-ши айăпĕ?

01 августа 2012 г.

Ача – çемье тĕрекĕ. Атте-аннешĕн савăнăçĕ те, хуйхи те. Пĕчĕк чух пурте ăна юратаççĕ, лăпка-лăпка ÿстереççĕ. Вăл чирлесен çĕрĕпе куç хупман каçсем те сахал мар иртеççĕ. Çитĕннĕçем вара аннесемшĕн умне саппун çакса куççульне шăлмалли кунсем çитеççĕ. Пĕчĕк чухнехи ырлăхшăн çитĕнсен хурлăх кăтартатпăр. Çук, ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне усала вĕрентместех пулĕ ĕнтĕ. Анчах ăçтан сиксе тухаççĕ-ха пурнăç çулĕ çине пуç тавра шухăшлама пĕлмен çынсем; Кам айăплă çакăншăн?

Нумай ашшĕ-амăшĕ айăпне шкулпа çыхăнтарать. Вĕренÿ çуртĕнче кирлĕ пек воспитани памаççĕ имĕш. Вĕрентекенсем хăйсен ĕçне çиелтен çеç пурнăçлани пирки шавлаççĕ. Тен, тĕрĕслĕхĕ те пур пулĕ кунта. Вĕрентекенсем вĕренекенсемпе сахал ĕçлени сисĕнет-ха. Вĕсем халĕ (ыттисем те çавах тесен те йăнăш пулмĕ) шалу шайне кура çеç ĕçлеççĕ. Ытлашшине ĕçлесе ывăнасшăнах мар. Паян халăхшăн укçа "пуç" пулса тăни çакăн патне илсе çитерчĕ пулас. Анчах лайăхрах шухăшласа пăхар та, вĕренекенсемпе инкек пулнишĕн вĕрентекенсен ĕçне çеç хурлама васкар мар. Тахçанах шкулпа ашшĕ-амăшĕ тачă çыхăну тытмалли пирки пĕлтереççĕ. Усси вара; Нумайăшĕн ашшĕ-амăшĕ класс пухăвĕсене те пыма вăхăт тупаймасть. Çакăнта ача çине аллине сулни сисĕнмест-ши; Тĕпренчĕкĕн çитменлĕхĕсем нивушлĕ вĕсене интереслентермест.

Çитĕнекен ăрăва тĕслĕх кăтартаканĕ ăна хупăрласа тăракан общество та. Çамрăк аслăраххисене сăнама тăрăшать. Вĕсем тăвакан ĕç-пуç ăна кирлĕ пек туйăнать. "Ырă куккасем" черкке пушатни, пирус туртни хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмшĕн ырă пулăм пекех туйăнать. Пурнăçăн анлă çулĕпе вĕсем нумай утнă, апла малашнехи кун-çул çапла пуламалла çамрăкăн ăнланăвĕпе. Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм начаррине лайăх тесе йышăннинче обществăн айăпĕ пур теесшĕн мар. Кашни çынна шухăшлама пуç лартса панă, ăна илемшĕн ăсталаман-çке.

Шкул ачисемпе çамрăксене воспитани парас енĕпе массăллă информаци хатĕрĕсем те сахал çыраççĕ теме пăхаççĕ. Тĕллевсĕр пурăнакан ача хаçат-журнал вулать тесе кам ĕнентерме пултарĕ (çитменнине тата хаçат-журнал çырăнакан çемьесем те сахаллансах пыраççĕ). Шкулта вĕренекенсем кĕнекесем çине те куçĕсене хупаççĕ. Вĕсене телевизор пăхса, магнитофон кĕрлеттерсе, компьютер умĕнче ларса пултăр.

Çак йĕркесене шăрçаланăçем, ачасем шкул саккинчен уйрăличченех çут тĕнчепе сыв пуллашни аса килчĕ. Шел те, юлашки çулсенче хăйсем çине алă хума вăй çитерекенсем тĕл пулкаларĕç. Сусăрланса е чирлесе вилсен татахчĕ... Анчах та шкул ачи пуçне мăйкăч ăшне чикни пирки каласан çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет. Унтан та ытларах çав ачасен ашшĕ-амăшĕ мĕнлерех чăтса ирттерет-ши çак çĕр йăтайми хуйха; Мĕншĕн вилĕме алă париччен тăванĕсене хуçса хăварасси пирки шухăшламаççĕ-ши;

Шкулта вĕреннĕ чухне часрах çитĕнесчĕ тесе ĕмĕтленетпĕр. Малашлăхра мĕн кĕтни пирки вара пуçа ватмастпăр. Ачалăха каялла тавăрма май çукки çинчен те аса илместпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика