03 августа 2012 г.
(Акросăвă)
Сăмахăн илемне туйса
Алла хаçат тытсан туятăн:
Лăштах кайса чунпа пуйса
Асамлăх тĕнчине путатăн.
Мĕнле хăват унра тапать!
Санпа мана ялан вăл çывăх:
Алланă вăрлăх çеç сапать -
Ниме тăман арпа та хывăх
Ан пултăр, пулмалла та мар.
Традицие тытса пымашкăн
Ăста хаçатçăсем пулма
Вĕрентнĕ аслисем: "Ан ашкăн!"
Ахаль-им сакăр вунă çул,
Нимле йывăрлăха пăхмасăр,
Хаçат пурнать. Пуссан та чул
Алне сулса асси пулмасăр.
Çунат сарсассăн – вĕçмелле,
Ахаль ларан – час мăкланатăн.
Тĕшши пулсассăн – ÿсмелле,
Ăшшу пĕтмест-ха – ăшăтатăн.
Мĕнех, салам сана, хаÇатăм.