03 августа 2012 г.
"Эпир хамăр çуралнă тăрăха юрататпăр. Çавăнпа вĕренсе пĕтерсе алла диплом илнĕ хыççăн тăван ялах таврăнтăмăр. Кунта пирĕншĕн пурте çывăх: йывăç-тĕмĕ, юхан шывĕ, урамсемпе тăкăрлăксем. Юнашар чи çывăх çынсем – аттепе анне. Вĕсем йывăрлăхра пулăшма, усăллă канаш пама пултараççĕ. Вĕсен хÿтлĕхĕнчен халех тухса каяс килмест", – çапла пĕр шухăшлăн пĕлтерчĕç Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсенчи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм.
Çак тăрăхри çамрăксем ĕçсĕр, усăсăр кун ирттермеççĕ. Вĕсем хăйсен кăмăлне каякан ĕç тупнă. Ирсерен хаваспах вăранаççĕ те хăйсене тирпей-илем кÿртсе ĕçе васкаççĕ. Мĕн пытармалли, паллах, хăш чухне ăшă вырăн çинчен тăрас та килмест. Енчен те тата каçпа çăлтăрсем шутланă пулсан. Çамрăклăх хăйĕннех тăвать-çке, унăн хăйĕн вăхăчĕ, вăрттăнлăхĕ. Çапах та Пуянкассипе Кахăрлă Шăхальсем аптракансемех мар. Вĕсене нимĕнле чăрмав та хăратаймĕ, йывăрлăх та пуçĕсене устараймĕ.
Ĕç çук теме хăнăхнă ĕнтĕ халĕ. Пĕрисене – шалу тивĕçтермест, теприсене – ĕç килĕшмест... Ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче ларма юратманнисем ĕç тупаççех. Çÿлерех асăннă ялсенчен район центрĕнче 13 хĕрпе каччă ĕç вырăнĕ тупнă. Вĕсем тĕрлĕ тытăмсенче вăй хураççĕ. Пĕр каччă вара Патăрьелнех çул тытнă. Çак хастар та маттур çамрăксене ятранах асăнса тухас килет. Вĕсем ялти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнаççĕ, спортпа та туслă.
Тен, Пуянкассинчи çамрăксен Канашĕ ăнăçлă ĕçленĕрен кунти хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм пуçаруллă та пултаруллă; Çак Канаш иртнĕ çул "Ял поселенийĕнчи чи лайăх çамрăксен Канашĕ – 2011" номинацире республикăри конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ Наталья Богатнова ертсе пырать. Вăл район администрацийĕн финанс пайĕнче вăй хурать. Лидия Угарина – район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен секторĕнче, Анжелика Захарова –райадминистрацин финанс пайĕнче, Марина Никонорова – райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политики пайĕнче, Наталья Макарова – "Туслăх" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче, Александра Андреева – "Эвита" илем салонĕнче, Наталья Морозова – Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн "Фармация" патшалăх унитарлă предприятийĕн Шăмăршăри "Аптека – 44" филиалĕнче, Татьяна Макарова – прокуратурăра, Татьяна Муллина – "Корчаков Л.В." хресчен (фермер) хуçалăхăн çăкăр пекарьнинче, Лариса Никифорова – сутуçăра, Федор Петров – районти тĕп больницăра, Александр Борисовпа Евгений Петров – шалти ĕçсен пайĕнче, Ольга Борисова район администрацийĕн халăха социаллă пулăшу паракан пайра ĕçлеççĕ. Вĕсем кĕске вăхăт хушшинчех ĕç вырăнĕсенче ырă ят çĕнсе илчĕç. Хĕрсемпе каччăсем аслă юлташĕсемпе пĕрле ĕçлекенсене хисеплеççĕ, вĕсен вĕрентĕвĕсене тимлĕн итлесе пурнăçлаççĕ.
Паллах, тăван ялтах ĕçлекенсем те пур. Акă Александр Волков, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулнăскер, тата Евгений Афанасьев "Макаров Г.Н." хресчен (фермер) хуçалăхĕнче тимлеççĕ. Вĕсене уй-хир тыткăнлать, выльăх-чĕрлĕх ферми илĕртет. Александра Пушкина вара Пуянкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕн санитарки. Çак çамрăксем пирки те усал сăмах илтеймĕн.
Ытти çамрăксем те ĕçсĕр лармаççĕ. Район, республика тулашĕнче укçа-тенкĕ ĕçлесе илекенсем те пайтах. Ара, килте ларнипе никам та кÿрсе памасть. Хĕрсемпе каччăсен шукăль тумланас та, ăпăр-тапăр та туянас килет. Чи кирли вара-пурнăç уттипе тан пусса пымалла. Ÿркенмесен ăнăçу пулатех.