Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушлăх тухсан мĕн тумалла?

03 августа 2012 г.

Чăваш Енре июлĕн 27-мĕшĕнче централизациленĕ хыпарлавăн регионри системине техника тĕлĕшĕнчен тĕрĕслесси пирки халăха карас телефонĕсем çине СМСсем ярса тата массăллă информаци хатĕрĕсем урлă маларахах пĕлтернĕ. Çавна май чылайăшĕ палăртнă вăхăтра электросиренăсем сасă парасса кĕтнĕ-мĕн, ку ыйтупа Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленине те шăнкăравланă.

"Пĕтĕмпе 77 шăнкăрав пулчĕ", – палăртнă Тĕп управлени пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор çак кунсенче йĕркеленĕ пресс-конференцире. Çăлавçăсем малтанласа шутланă тăрăх – хăрушлăх сигналне Чăваш Енре 350 пине яхăн çын илтнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче республикăри 78 электросиренăран 2-шĕ çеç лайăх ĕçлесе каяйман. Унсăр пуçне халăха "хăрушлăх" пирки пĕлтермешкĕн сасса вăйлатакан хатĕрсемпе те усă курнă – вĕсем пурте, 56-шĕ те, юсавлă пулни палăрнă.

Пресс-конференцире хыпарлав системин çитменлĕхĕсене те сÿтсе явнă. Ялсенче пралуклă радио çукки чăрмав кăларса тăратать. Пĕр-пĕр хăрушлăх сиксе тухсан халăха çакăн пирки телекуравпа радио каналĕсем урлă пĕлтермелле-çке. Тĕрĕслев çак каналсен шучĕ сахалраххине те кăтартса панă. Тĕп сăлтав – республикăра пурăнакансенчен нумайăшĕ цифра телекуравĕ çине куçни, вăл вара техника тĕлĕшĕнчен хыпарлав системипе çыхăнман. Станислав Антонов каланă тăрăх, вăл тахçанах кивелсе çитнĕ, ăна реконструкцилес ыйтăва МЧС республика Правительствипе те сÿтсе явнă. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн 200 млн ытла тенкĕ кирлĕ-мĕн.

Çапах та чи пысăк çитменлĕх вăл, генерал-майор шухăшĕпе, халăх хăрушлăх сигналне илтсен малалла мĕн тумаллине пĕлменни. Ыйтăмсем те çакнах çирĕплетеççĕ. "Сирена сассине е урăх сигнала илтсен пĕр тăхтаса тăмасăр радио е телекурав ямалла, вĕсем мĕнле инкек пулнине тата халăхăн хÿтĕленес тĕллевпе мĕн тумаллине, ăçта каймаллине, пĕрле мĕн илмеллине пĕлтерĕç", – тепĕр хут аса илтернĕ Станислав Антонов. Пирĕн республикăра çакнашкал информацие Маяк, Раççей радиовĕ, Чăваш наци радиовĕ, çавăн пекех Раççей-1, Раççей-Культура, Раççей-24 телеканалсем тăрăх илме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика