Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улатăра халалланă конвертсем

03 августа 2012 г.

Ыран Улатăр хăйĕн 460 çулхи юбилейне паллă тăвать. "Раççей почти" ФПУП хулана хăйне евĕр парнепе савăнтарнă. Предприяти саккасĕпе "Ригăри Пичет фабрики" акционерсен уçă обществи "Улатăр: 460 çул" тесе çырнă 500 пин конверт пичетленĕ. Унта çавăн пекех Улатăрта вырнаçнă Турă амăшĕн Хусанти турăшĕ ячĕллĕ чиркĕвĕн сăн ÿкерчĕкне курма пулать.

Асăннă храма вырăнти халăх укçа-тенкĕ пухса 1779 çулта çĕкленĕ ( 1754 çулта çуннă чиркÿ вырăнне). Çул çыравçăсене ĕненес пулсан Хаяр Иван патша Хусана çул тытнă чухне шăпах çак тĕлте Улатăр крепоçне никĕсленĕ. Ун тавра хула йĕркеленме тытăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика