03 августа 2012 г.
ВАСАНТИ тĕп шкула кĕрсенех халĕ кăмăл çĕкленет. Ял поселенийĕн пуçлăхĕпе Ю.Ильинпа пĕрле вĕренÿ учрежденине васкамасăр пăхса çаврăнтăмăр. Юсав ĕçĕсене тирпейлĕн, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани тÿрех сисĕнчĕ.
Ачасем çуллахи каникула кайсанах Шăмăршăри "Строитель" ООО бригадисем хĕрÿ ĕçе пуçăннă.
Чи малтанах спортзала кĕрсе куртăмăр. Кунти çĕрĕшнĕ урай хăмисене пĕтĕмпех çĕннисемпе ылмаштарнă, сăрланă. Çуркаланнă стенасене, маччана юсаса тирпейлĕн сăрласа тухнă.
Шкулăн пĕрремĕш хутĕнчи коридорăн тата столовăй урайĕсене плиткăсем сарнă, стенасемпе маччасене сăрласа илемлетнĕ. Пластик-алăксенчен кĕме-тухма та кăмăллă.
Халĕ строительсем шалти туалетсем тăвас, электрооборудование монтажлас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.
Классене учительсем тата техслужащисем сăрласа çĕнĕ тĕс кÿртнĕ.
Тĕпрен юсаса илемлетнĕ шкул учительсене çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлеме, ачасене лайăхрах вĕренме хавхалантарĕ.