03 августа 2012 г.
Халĕ, каникул тапхăрĕнче, ачасем час-часах скутерпа ярăнса çÿренине курма пулать. Хăш-пĕрисем вара çул-йĕр правилисене пăхăнмасăр автомашинăсем çÿрекен çулпах вирхĕнеççĕ. Çитменнине, пуç çинче шлем та çук вĕсен.
Аса илтеретпĕр: 14 çул тултарманнисен скутер çине пачах та ларма юрамасть. Скутер двигателĕн калăпăшĕ 50 кубла сантиметртан пысăкрах, сехетри хăвăртлăхĕ 50 километртан ытларах пулсан, çак техникăпа çÿреме "А" категориллĕ удостоверени кирлĕ. Скутер çине ларнă кашни çыннăн пуçĕ çинче шлем пулмалла.
Скутерпа ярăнакан ачасем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пачах пăхăнмаççĕ, вĕсене пĕлмеççĕ те. Çакă нумай чухне ыттисемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Ачасем хăйсем те сиенленме, аманма пултараççĕ. Скутерсене пула аварисем те тăтăшах пулаççĕ. Скутер вырăнне скутер пулĕ-ха, анчах çын пурнăçне текех каялла тавăраймăн. Çак çул çÿрев хатĕрĕпе çыхăннă инкек Шăмăршăрах пулнăччĕ. Кун пек тĕслĕхсем текех пулмĕç тесе кам калама пултарĕ;
Ачасем велосипедпа автомашинăсем çÿрекен çул çинче ярăннине те тăтăшах куратпăр. Нумаях пулмасть Шăмăршăра ăнсăртран пĕр килпетсĕр ÿкерчĕке асăрхарăмăр. Пионерски тăкăрлăкĕнчен 6-7 çулсенчи хĕр ача пĕчĕк велосипедпа ярăнса тухрĕ те тăруках руле сулахаялла пăрса Космовский урамĕпе кайрĕ. Ăна хирĕç Жигули килетчĕ. Юрать-ха, çак хĕр ача тÿрех бардюр çумĕпех çул тытрĕ. "Жигули" хăвăртлăхĕ те пысăках марччĕ. Ĕç-пуç урăхларах çаврăнса кайнă пулсан пĕчĕк хĕр ача инкеке те лекме пултаратчĕ.
Ашшĕсемпе амăшĕсене хăйсен ачисене çÿлерех асăннă йĕркесем пирки ăнлантарсах тăмалла. 14 çул тултарманнисен велосипедпа автомашинăсем çÿрекен çул çине тухма юраманни пирки те аса илтеретпĕр.
Каникул вĕçлениччен пĕр уйăх юлчĕ. Çул-йĕрсем çинче яланах хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнса, пăтăрмаха лекмесĕр сентябрĕн 1-мĕшĕнче кашни ачан шкула килмелле, тарăн пĕлÿ тĕнчине кĕмелле пултăрччĕ.