Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи хаçат – ĕнерхи хаçатçă куçĕпе

03 августа 2012 г.

Шутсăр хăвăрт иртет-çке вăхăт. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче тăван хаçатăн 50, 60, 70 çулхи юбилейĕсене анлăн паллă тунисем халĕ те асăмрах-ха. Çак кунсенче пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 80 çул та çитрĕ.

Район хаçачĕн тĕп редакторĕ пулса 20 çул ытла ĕçленĕ хаçатçа вырăнти пичетĕн иртнĕ кун-çулĕпе малашлăхĕ питех те кăсăклантарать, мăнаçлантарать тата кăштах пăшăрхантарать те.

Совет самани çулĕсенче пирĕн çĕр-шыври хаçатсем пурте тенĕ пекех, коллективлă агитатор, коллективлă пропагандист кăна мар, коллективлă организатор та шутланнă. Шутланнă кăна мар, вăл чăннипех çавăн пек пулнă ун чухнехи вăхăтшăн, ун чухнехи саманашăн. Шел пулин те, халĕ çак лозунг пĕлтерĕшĕ тĕксĕмленме, унăн витĕмлĕхĕ сĕвĕрĕлме пуçлани сисĕнет. Мĕншĕн çакăн пек шутлатăп-ха;

Акă мĕншĕн: чи малтан, ытти хаçатсемпе пĕрлех, пирĕн район хаçачĕн те пĕлтерĕшĕпе витĕмлĕхĕ чакса пырать. Ку вăл хальхи саманари хăш-пĕр улшăнусемпе те çыхăннă пулĕ-ха. Халĕ хаçат страницисенче критика, çитменлĕх-кăлтăксене питлекен статьясемпе тишкерÿсем питех те сахал пичетленеççĕ. Ирĕксĕрех çакăн пек шухăш патне килсе тухатăн: ахăртнех, пирĕн пурнăçра пурте йĕркеллĕ, аван, çителĕклĕ.

Иккĕмĕшĕнчен – хаçата тăтăш çырса тăракансен йышĕ пĕчĕк. Паллах, пысăк йышлă авторсемпе хаçат интереслĕрех те, витĕмлĕрех те, шăллăрах та пулать. Юлашки çулсенче райхаçатра пĕчĕк анекдотсемсĕр пуçне, кулăш ярăмĕсем те, "капкăн кĕтесси" те, сатира тата юмор çаврăмĕсем те сайрарах пичетленеççĕ. Ĕлĕкхи кивĕ ырă йăласене манас марччĕ. Ку вăл пĕр манăн шухăш çеç мар. Вулакансем те çакна тăтăшах палăртаççĕ, аса илеççĕ.

Çынсен тавра курăмĕ, халăхăн ĕмĕт-тĕллевĕ, пурнăç ыйтăвĕсем улшăнса пыни, хаçата та çак пулăмсене шута илсе, самана уттипе пыма хистет. Чăнах та, юлашки çулсенче "Шăмăршă хыпарĕ" хăйĕн сăн-сăпачĕпе, илĕртÿлĕхĕпе, тематикипе чылай лайăхланчĕ, илемленчĕ. Наукăпа техника прогресĕн витĕмĕ района та туллин ярса илчĕ. Халĕ компьютер ĕмĕрĕнче район хаçатне пичетлесе кăларма чылай çăмăлланчĕ, хаçат страницисенчи сăн ÿкерчĕксем унăн сăн-сăпатне туллин "чун кĕртеççĕ". Кунта хаçат калăплакан чăн-чăн ăста пулни куç кĕретех.

Тÿрех каламалла: хаçат кăларасси нихăçан та çăмăл пулман. Вăл халĕ те çавах: укçа-тенкĕ çитменни, коллектив йышĕ чакни, яланах вăхăт çитменни – хаçатçăсен кулленхи тĕп ыйтăвĕ, йывăрлăхĕ. Апла пулсан та редакци коллективĕ пуçне усмасть, ялан малаллах талпăнать.

Хаçатра вырăн панипе усă курса райхаçатăн 80 çулхи юбилейĕпе редакци коллективне, вулакансене хĕрÿллĕн саламлатăп, пурне те тулли телей, çирĕп сывлăх, ĕçре, пурнăçра ăнăçу сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика