03 августа 2012 г.
РЕДАКЦИЕ ĕçлеме киличченех эпĕ кунта Владимир Бараев-Сĕркке поэт-патриотăн тăван шăллĕ Арсентий Бараев ĕçленине пĕлеттĕм ĕнтĕ. Район хаçатĕнче унăн çыпăçуллă çырнă статйисене те пĕрре мар вуланă.
1993 çулхи февральте "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцине ĕçлеме килсен ял хуçалăх пайĕн корреспонденчĕпе Арсентий Васильевичпа тÿрех пĕр чĕлхе тупрăмăр. Йăваш кăмăллăскер, пурне те ырă сунаканскер, вăл малтанхи тапхăрта мана, тин кăна корреспондент ĕçне пуçăннăскере, ытти ĕçтешсемпе пĕрле паха сĕнÿсем парсах тăратчĕ. Ăнăçлă статья пичетлесен мухтаса илме те манмастчĕ, малалла та çакнашкал материалсем çырма хавхалантаратчĕ. Коллективри ĕçтеш çине мĕнле-тĕр сăлтавпа çилленсе çÿрес е такăнтарас йăла çукчĕ унра.
Паллах, сăмахăмăр тетĕшĕ – Владимир Бараев-Сĕркке çине те куçатчĕ. Минометчиксен взвочĕн командирĕ киле çĕнтерÿ туйăмĕллĕ, мал ĕмĕтлĕ çырусем çырнине, пĕрлех патриотла сăвăсем чиксе янине те асăнатчĕ. Бараев лейтенант Сталинград таврашĕнчи хаяр çапăçусенче паттăрсен вилĕмĕпе пуç хуни çинчен те каласа панăччĕ. Эпĕ ыйтнипе тетĕшĕн Шупашкарта пичетленнĕ "Али паттăр" юмахсен кĕнекине тата "Кавказ хăнисем" очерксен пуххине те килĕнчен илсе килсе вулама панăччĕ.
Арсентий Васильевичпа пĕр çулталăк çурă кăна ĕçлеме тиврĕ. 1994 çулхи октябрьте вăл, 60 çул тултарнă май, тивĕçлĕ канăва кайрĕ. Çапах та редакципе çыхăнăва татмастчĕ вăл, Шăмăрша килсен кĕркелесе те тухатчĕ.
2000 çулта май уйăхĕнче больница картишĕнче ăнсăртран Арсентий Бараева куртăм. Ун чухне вăл, пĕвер чирĕпе чирлекенскер, больницăра сипленетчĕ. Унпа кăмăллăн алă тытса ăшшăн калаçрăмăр. Ун чухне вăл питĕ начарланса кайнăччĕ.
– Эх, Ваня, чĕрĕлейместĕп пулĕ... – терĕ вăл хаш! сывласа.
Эпĕ ăна ăшă сăмахсемпе хавхалантарма тăрăшрăм.
Шел, çак калаçу хыççăн темиçе кунтан Арсентий Васильевич пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. "Ыр çын вилет – ыр ят юлать" тенешкел, пултаруллă та ăшă кăмăллă ĕçтешĕмĕр яланах пирĕн асра пулĕ.