Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Линотип шаккатчĕ, пичет машини шавлатчĕ

03 августа 2012 г.

Линотип шаккатчĕ, пичет машини шавлатчĕ

ХАÇАТ "кухни" – типографи. Малтанласа вăл, эпĕ ĕçлеме пуçланă çулсенче, Патăрьел типографийĕн Шăмăршăри филиалĕ шутланатчĕ. Тăрăшуллă та маттур çынсем ĕçлетчĕç унта: линотип кунĕпе шăкăлтататчĕ, пичет машини шавлатчĕ. Икшерччĕ вĕсем. Хаçат çапаканĕсем – Е.Давыдова тата Г.Антоноваччĕ. Хаçатсăр пуçне заказ та – тĕрлĕрен бланксем – сахал мар çапатчĕç.

Линотипистка пулса А.Артемьева (кайран Григорьева) ĕçлетчĕ. Çак профессие ятарласа вĕренсе тухнăскерччĕ вăл. Унпа пĕрле Анат Чаткас хĕрĕ Н.Кузьмина тăрăшатчĕ. Каярахпа, пĕр хушă, çак ĕçре Патăрьел районĕн хĕрĕ Н.Михайлова та пулчĕ. Патăрьелĕнченех Ф.Краснована линотиписткăра ĕçлеме чĕнсе илни те асрах. Карапай Шăмăршăран килнĕ Е.Александрова та (кайран Бараева) линотипа хăвăрт, хăй тĕллĕн вĕренсех алла илчĕ, ăста специалист пулса тăчĕ.

Сакăр вуннăмĕш çулсенче текстсене алăпа наборласси пĕтейменччĕ-ха. Наборпа верстка цехĕнче М.Ельцовапа Л.Борисова тăрăшатчĕç. Вĕсем, хаçат полосисене те наборланисĕр пуçне, бланксене те сас паллин-сас паллин пухатчĕç. М.Ельцова ĕçлеме пăрахсан ку ĕçре ăна Г.Кирпичникова улăштарчĕ. Юлашки çулсенче вăл печатница та пулчĕ. Набор цехĕнче Анат Чаткас хĕрĕ В.Брусова ĕçленине те ас тăватăп-ха.

Коллектива П.Морозов мастер ертсе пыратчĕ. Филиал кашни уйăхрах плансене тултарса пыратчĕ, палăртнинчен ытларах пичет продукцийĕ хатĕрлетчĕ. Тĕп продукци вара яланах хаçат пулнă, ăна редакци ĕçченĕсемпе пĕрле, эрнере виççĕ хатĕрлесе кăларнă.

Филиал, ăна И.Миронов ертсе пыма тытăнсан, хăй тĕллĕн ĕçлекен уйрăм предприяти пулса тăчĕ. Типографи директорĕ кунти оборудование çĕнетес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлерĕ, вăл тăрăшнипех типографи çумĕнче хушма çурт та хута кайрĕ. Предприяти ăна хăй вăйĕпех туса лартрĕ. Çавăн пекех, типографи груз турттаракан автомашина туянма та вăй çитерчĕ. Паллах, Илья Михайлович тăрăшмасăр пулман çакă.

Ас тăватăп-ха, цехсенчи машинăсем çĕмĕрĕлсе ларсан вĕсене юсакана Патăрьел типографийĕнчен, тепĕр чухне Шупашкартан чĕнсе илни те пулнă. Филиалтан типографи туса хурсан, унта Л.Бараев наладчик пулса ĕçлеме тытăнсан, ку тĕлĕшпе лару-тăру чылай çăмăлланчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика