03 августа 2012 г.
РАЙОН хаçачĕ маншăн яланах çывăх пулнă, халĕ те çавах. Хам "Шемуршинский" совхоз ертÿçи пулнă çулсенче уйрăмах тимлĕ вулаттăм ăна, малта пыракансен опычĕпе, ытти хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан материалсемпе хавхалансах паллашаттăмччĕ.
Пытармастăп: тепĕр чух шиклĕх те çук марччĕ: пирĕн çинчен начарпа çырман-и; Çук пулсан – лаш! сывланă, пур-тăк – ĕнсене хыçнă: корреспондентсем, авă, эпир курманнине те асăрхама пултарнă. Пĕрех ÿпкев пулман: хаçат асăрхаттарни кăлтăксене йĕпрен лум пуличчен пĕтерме пулăшатчĕ. Мĕн каласси пур: журналистсем куркипе панă май аврипе тĕкме те ăста вĕт.
"Шăмăршă хыпарĕ" – манăн шанчăклă тус. Унпа хам та тачă çыхăну тытма тăрăшатăп, вăхăт тупăнсан çыркалатăп та. Юлашки вăхăтра краеведени, район историйĕн ыйтăвĕсемпе çине тăрсах кăсăкланма тытăнтăм, çак темăсемпе халиччен сахал мар материал пичетлесе кăлартăм. Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра "Çĕнелет Çĕнĕ Шăмăршă" кĕнеке кун çути курчĕ, вулакансем патне çитрĕ. Ăна хатĕрлеме редакцире вăй хуракансем те пулăшрĕç.
Хаçата алла тытатăп та - савăнатăп. Унăн сăн-сăпачĕ, содержанийĕ палăрмаллах çĕнелсе улшăнчĕ, халиччен хускатман темăсене хускатма тытăнчĕ. Вулама кăмăллă.
Хаçат обществăлла корреспондентсемпе тачă çыхăнса ĕçлет, вĕсене те вырăн ытларах пама тăрăшать. Ырламалли пулăм ку. Хаçатçăсем тепĕр чух пиçмен пашалăва кăпăшка кулачă туса кăларни те пуçласа çыракана хавхалантарать, малалла та çырма хистет.
"Шăмăршă хыпарне" алла тытсассăн пурăнас килет. Юбилей саламĕ сана, тăван хаçатăм, сана кăларакансене!