Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара – олимпиец

03 августа 2012 г.

Хăнара – олимпиец

2004 çулхи октябрĕн 8-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьелĕнче çак ялта çуралса ÿснĕ В. Ермолаев предприниматель тата вăл йĕркеленĕ Шупашкарти "Березка" суту-илÿпе промышленность компанийĕ çăмăл атлетсен кроссне ирттернĕччĕ. Унта Сиднейри çуллахи 27-мĕш Олимп вăййисенче хăвăрт утса бронза медале тивĕçнĕ В. Андреев та хутшăнчĕ, çĕнтерÿçе хăй ятĕнчен ятарлă хаклă приз пачĕ.

В. Андреев Елчĕк районĕнчи Яманчурел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шăпах маларах асăннă ăмăртура тĕл пулса паллашма тиврĕ паллă спортсменпа. Эпĕ Елчĕк кĕрÿшĕ пулнине пĕлсен, вăл хăй савăннине пытармарĕ. Унпа хăвăрт пĕр чĕлхе тупрăмăр. Владимир калаçма юратакан, сăмахшăн кивçене кайман çын пулни тÿрех лайăх сисĕнчĕ.

Ăмăрту вĕçленсен олимпиеца редакцие чĕнтĕм. Редакци ĕçченĕсемпе унпа тĕл пулу ирттерес шухăш Пăчăрлă Пашьелĕнчех çуралнăччĕ-ха. Хирĕçлемерĕ Владимир, хаваслах килĕшрĕ.

Интереслĕ, асра юлмалла иртрĕ тĕл пулу. Олимп вăййисен бронза призерĕ ун чух нумай-нумай ыйту çине хуравларĕ,республикăри спорт пурнăçĕпе паллаштарчĕ, паллă спротсменсем çинчен каласа пачĕ.

В. Анреев умĕн те, ун хыççăн та республикăри паллă спортсменсем, уйрăмах олимпиец, редакцире урăх пулман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика