03 августа 2012 г.
ХАÇАТА туллирех, интереслĕрех кăларасси обществелла корреспондентсенчен те нумай килет. Ку енĕпе хамăрăн тусăмăрсене пĕр ÿпкев те çук: ÿркенмеççĕ, çыраççĕ. Чи хастаррисем те пур. Вĕсенчен пĕри – Шăмăршăра пурăнакан Ф.Кузнецова.
– Район хаçачĕ маншăн ĕмĕрех çывăх пулнă, – тет пирĕн хастар обществелла корреспондент. – Ĕлĕкех, йышлă хаçат-журнал çырăнса илнĕ тапхăрта, чи малтан ăна алла илнĕ.
Федора Пантелеевна – педагог, чылай çул Шăмăршăри вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ, тарăн пĕлÿ панă. Çав тапхăртах хаçатпа çыхăну тытма пуçланă вăл. Тивĕçлĕ канăва кайсан вара çак çыхăну татах çирĕпленчĕ, вăйланчĕ темелле. Тăтăшах пичетленеççĕ унăн материалĕсем, вулакансем вĕсене хапăлласах йышăнаççĕ.
Тĕрлĕ темăсем хускатать Ф. Кузнецова, çивĕч ыйтусемпе çитменлĕхсенчен те шикленсе тăмасть. Çавах та вăл воспитани ыйтăвĕсене маларах хуни сисĕнерех парать. Пуян опыта, паллах, çухалма памалла мар.
Районти ветерансен канашĕн ертÿçин çумĕ пулнă май, Федора Пантелеевна ваттисен пурнăçĕпе, нуши-терчĕсемпе те кăсăкланать, çак темăпа проблемăллă çивĕч материалсем çырать. Ытти темăсене те куçран вĕçертмест.
– Хаçат ватăлма памасть, – тет педагогика ĕçĕн ветеранĕ. – Малашне те çырасчĕ-ха, хускатмалли ыйтусем нумай.