Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапла çуралчĕ хаçат ячĕ

03 августа 2012 г.

ШУПАШКАРТАЧЧĔ эпĕ ун чухне. Профсоюз комитечĕсен председателĕсене семинара чĕнсе илнĕччĕ. "Россия" хăна çуртĕнче пурăнаттăмăрччĕ. Ирпе ултă сехетре радиопа çĕр-шывра ГКЧП туса хуни çинчен пĕлтерчĕç. Çакăн хыççăн, 10-15 минут та иртмерĕ, пирĕн кашнийĕнех ĕç вырăнĕсене таврăнмаллине пĕлтĕмĕр.

Вăл вăхăтра, М.Горбачевпа Б.Ельцин влаç пайлама тытăниччен, район хаçачĕсен ячĕсем нумайăшĕ "Коммунизм", "Ленин", "Октябрь" сăмахсемпе çыхăннăччĕ. Пирĕн хаçат та "Коммунизм çулĕ" ятпа тухса тăратчĕ.

Пĕр планерка хыççăн хаçат редакторĕ П.Фомин редакципе типографи работникĕсен пухăвĕ пуласси пирки пĕлтерчĕ. Пухăва ертсе пыма мана, секретарĕ пулма В.Михайлова суйларĕç. Кун йĕркинче пĕр ыйту: хаçат ятне улăштарасси.

Чылай калаçнă-тавлашнă хыççăн пĕр ят патне пырса тухрăмăр: "Пирĕн сас". Çакăн пирки Шупашкара пĕлтертĕмĕр. Ун чухне эпир Хĕрлĕ Чутайри "Коммунизм çулĕпе" хаçат редакцийĕ çак ята пиртен маларах туртса илнине пĕлмен çав.

Каллех – пуху. Председателĕпе секретарĕ – çавсемех. Хальхинче редактор çумĕ И.Саландаев хаçата "Шăмăршă хыпарĕ" ят пама сĕнчĕ. Унпа П.Фомин та, В.Чураков та, А.Бараев та, В.Михайлов та килĕшрĕç, вăл шутра эпĕ те. Çак ята, хаçатăн учредительне район Совечĕн ĕçтăвкомĕн черетсĕр сессийĕнче çирĕплетрĕç.

Çапла майпа район хаçачĕ "Коммунизм çулĕ" ятпа юлашки хут 1991 çулхи августăн 31-мĕшĕнче тухрĕ, "Шăмăршă хыпарĕ" ятпа пĕрремĕш хут – сентябрĕн 3-мĕшĕнче. Номерĕ те асра юлмаллискер – 7707.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика