06 августа 2012 г.
Татьяна Федотована, яваплă секретаре
Пулмашкăн çăмăл мар яваплă,
Тивет пайтах тăкмашкăн тар.
Хаçатçă ĕçĕ вăл – сăваплă,
Кÿрет çынна ыр пархатар.
Иван Медведева, корреспондента
Хаçатçă çеç-и; Эс – калавçă,
Нихçан та эсĕ аптраман:
Лав чарăнмасть маттур-тăк лавçă,
Çырасшăнах пуль-ха роман.
Наталья Михайлована, тĕп бухгалтера
Укçа та юратать шута –
Май çук кĕреçепех хырмалăх.
Сапмастпăр-ха краççын вута:
Нухрат ÿсмест-ши тет-çке халăх.
Александр Михайлова, корреспондента
Кашнин – хăйне кура ăсталăх,
Пулсан хĕлхем – вут хыпмаллах.
Ĕçе пуçланă – ан сул алă,
Чăрмав пулсан та утмаллах.
Светлана Шингаревана, электрон наборĕпе верстка операторне
Илтĕнмест машинка шаккани –
Халь компьютер самани, çук шав.
Оператор - текст пухаканни,
Вăхăтра хаçат тухать-тĕк – тав.
Лидия Рубцована, делопроизводителе
Чипер хĕр Лида пур тесе
Тахçан-тахçан пĕр сăвăç çырнă.
Редакцие вăл, тен, килсе
Ăна хăй куçĕпе хăй курнă;
Инна Краснована, электрон наборĕпе верстка операторне
Курать теç çĕнĕ çын тÿрех
Кам кивĕлле ĕçленине.
Эппин, ĕçпе кăлар тÿрре
Çынсем хăвна та шаннине.
Автошарж
"Тава тивĕçсĕр" ят пур-тăк –
Эс малтан тивĕçмелле:
Ручка – саншăн мар. Тыт пуртă, –
Мĕншĕн кансĕрлемелле?