03 августа 2012 г.
ÇЫН, ăçта ĕçлесен те, хăй хыççăн йĕр хăваратех: вăл урăх ĕçе куçсан е тивĕçлĕ канăва кайсан ун пирки тĕрлĕрен аса илеççĕ. Лайăххи вара манăçмасть, яланлăх юлать.
Редакцире темиçе çул Л.Еливанов ĕçлерĕ. Маларах парти райкомĕнче вăй хунăскер, çĕнĕ ĕçе те – корректор ĕçне – хĕрÿн кÿлĕнчĕ, хăвăрт хăнăхрĕ. Тимлĕччĕ, кашни полосанах темиçешер хут вуласа тухатчĕ, тепĕр чух килне илсе кайса та тĕплĕн тĕрĕслетчĕ. Çав хушăрах хаçат валли материалсем те çырма тытăнчĕ. Çырасса райкомра ĕçленĕ чухнех çыратчĕ-ха Леонид Васильевич, ку тĕлĕшпе хăнăху пурччĕ унăн. Çавăнпах ăна пыра-киле корреспондент должноçне куçарчĕç. Кунта та ларма-тăма пĕлместчĕ вăл, çамрăксенчен нихăш енĕпе те юлмастчĕ. Паллах, çырас ăсталăхĕ те ÿссех пычĕ.
Ăсталăх, ăста тенĕрен, каллех çак сăмахсем патне таврăнас килет. Ăста пахчаçă, сад ăсти пулнипе те палăрса тăратчĕ Леонид Васильевич. Пĕр çулхине вăл редакци çурчĕ умне пĕчĕк çеç слива хунавĕ лартса хăварчĕ. Хăех пăхса тăратчĕ ăна. Вăл ĕçлеме пăрахнăранпа вăхăт пайтах иртрĕ ĕнтĕ. Çак хушăра слива ÿссе çитĕнчĕ, çимĕç паракан та пулчĕ: çуркунне шап-шурă чечеке ларса савăнтарать, кайран – тулăх çырлипе.
Мĕншĕн чĕрĕ палăк теес мар; Халĕ пурте ăна "Еливанов сливи" тетпĕр, çимĕçне тутаннă май Леонид Васильевича тав туса ырăпа аса илетпĕр.