03 августа 2012 г.
ВИТИНККА теттĕмĕр ăна пурте. Ашшĕ ячĕпе, Вячеслав Михайлович тесе чĕнни сайра пулнă. Çилленместчĕ вăл çакăншăн, пачах урăхла: хăйне çапла чĕннине килĕштеретчĕ.
Темиçе çул фотокорреспондент пулса ĕçлерĕ В.Андреев. Пĕр вырăнта ларса тăма пĕлмен çынччĕ вăл, таçта та çитме ĕлкĕретчĕ. Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче миçе çынна сăн ÿкерсе хаçатра кăлармарĕ-ши вăл;
Кăмăлĕ те лайăхчĕ. Кирлех пулсан, юлашки шăлаварне те шеллесе тăмастчĕ пулĕ.
Хаçатăн 80 çулхи юбилейне пирĕнпе паллă тумалли çынччĕ Вячеслав Андреев фотокорреспондент. Шел, шăпи урăхларах килсе тухрĕ унăн, вăл пиртен вăхăтсăр, ытла та ир уйрăлса кайрĕ. Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем вара ăна манмаççĕ, асрах тытаççĕ.