03 августа 2012 г.
ИРТЕТ иккен вăхăт. Çулĕсем те, авă, сар хурăн çулçисем татăлса ÿксе çилпе вĕçнĕ евĕрлех вĕçеççĕ. Çитет йĕкĕт пулса çÿреме теесшĕн-и вăхăт; Çапла та пулĕ. Редакци алăкне корреспондент пулса уçса хупма тытăннăранпа та виçĕ теçеткене яхăнах, тĕрĕссипе çирĕм тăхăр çул çитрĕ вĕт. Пĕр систермесĕр. Нумай çул пĕрле ĕçленĕ юлташăмсем тивĕçлĕ канăва кайса пĕтнĕ хыççăн редакцире чи нумай ĕçлекенсенчен пĕри пулса юлтăм.
Шăпа редакцире ĕçлеме пÿрнĕшĕн пĕрре те ÿпкевĕм çук. Хама, пурнăçри хам вырăна тупнă эпĕ кунта. Çакăншăн Петр Иванович Фомина ĕмĕрĕпех тав туса пурăнăп. Шăпах вăл туртса кĕртрĕ те ĕнтĕ хаçат ĕçне, вăйпа тенĕ пекех вĕт. "Ачам, мазут çăрса çитĕ мар-ши, ручка тытса пăхсан та юрать пулĕ", – тени халĕ те асрах-ха.
Ĕçлĕ, туслă та шавлă коллектива çапла майпа пырса кĕтĕм. П.Фомин мана тÿрех А.Бараев çумне çирĕплетрĕ. Ял хуçалăх пайĕн заведующийĕччĕ вăл. Халĕ кулăшла та пек: малтанласа сахал мар муталарĕ Арсений Васильевич. Пĕр пĕчĕк япаланах виçĕ-тăватă хут çыртаратчĕ вĕт, юлашкинчен, лайăхрах тесе, малтанхинех суйласа илетчĕ. Тĕрĕслетчĕ, эппин. Ÿпкевĕм çук ăна çакăншăн. Тĕрĕс тунă.
Редактор çумне И.Саландаева кунта киличченех пĕлеттĕм. Вăл та сахал мар пулăшнă мана малтанласа. В.Чураков ответлă секретарьтен те вĕренмелли сахал мар пулнă. Мĕн пытармалли: петит-курсив, шпигель, клише, заставка, разворот т. ыт. те пĕлмен çамрăкран хаçатçă тума çăмăлах пулман пулĕ çав. Пуçласа дежурнăй пулса номер кăларнине ăçтан манăн тата;
Пыра-киле, литературăпа кăсăкланнăран, "Анатри сасăсем", халăх сучĕн заседателĕ пулнă май "Çын тата саккун", "Тăван çут çанталăк" ятарлă страницăсене хатĕрлеме тытăнтăм. Халăх контролĕн штатра тăман инспекторĕччĕ те, "Халăх контролĕ" кăларăма хатĕрлеме те явăçнă, "Халăх ăс-хакăлĕ" страницăна кăларма та хутшăннă. "Шăмат кунхи Шăмăршă" та тухатчĕ.
Çирĕм тăхăр çул хушшинче тĕрлĕ çынпа ĕçлеме тиврĕ. Вĕсенчен кашниех - хăйне майлă, тĕрлĕ характерлă. Тем тесен те, лайăххисем ытларах пулнă. Сăмахран, Карапай Шăмăршă чăвашĕпе, Коля Акимов корреспондентпа, шывпа сапса уйăрайми туссемччĕ. З.Головинская та, Н.Прохорова та, А.Степанова та манăн пурнăçра хăйне майлă йĕр хăварнă. Н.Угарина та лайăхпа çеç асра юлнă.
Виçĕ редакторпа ĕçлесе курма пÿрчĕ. П.Фомина уйрăммăн палăртса хăварасах килет. Пурнăç пăтрашăнса кайнă ваучер саманинче те вăл коллектива сыхласа хăварма пултарчĕ. Ку – хăех чăн-чăн паттăрлăх. Петр Иванович – çынсене пĕр чăмăра пĕрлештерме пĕлекен çын.
Хама опытлă хаçатçă теме пултараймастăп, çавах та çынсене пулăшман мар. Сăмахран, хăшĕсен малтанхи кĕнекисем шăпах эпĕ тÿрреммĕн хутшăннипе вулакансем патне çитрĕç. Нумайăшĕн пирвайхи сăввисене те пичете сахал мар хатĕрлесе панă, вĕсемех кайран республикăри хаçатсенче пичетленетчĕç. Çамрăк фотокорреспондентсене те пулăшман мар, редакцие практикăна килекенсене те. Типографире ĕçлекенсемпе те яланах килĕшÿре пулнă.
Хаçат юбилейĕ – манăн юбилей мар. Çавах та вăл сакăр вунă çул тухса тăнинче манăн пĕчĕкçĕ кăна тÿпем те пурах пулĕ тетĕп.